«Хĕрлĕ кĕнекен» иккĕмĕш томĕ
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИНЧЕ «Хĕрлĕ кĕнекен» иккĕмĕш томне пичетлесе кăларасшăн. Кун пирки Çут çанталăк ресурсĕн тата экологи министерстви пĕлтернĕ.
Чăваш Енĕн «Хĕрлĕ кĕнекине» пирĕн тăрăхра 1992 çулта çирĕплетнĕ, унта чĕр чунсен сайра тĕл пулакан 290 тĕсне тата ỹсен-тăранра кăмпасен 256 тĕсне кĕртнĕ.
«Хĕрлĕ кĕнеке» икĕ томран тăрать. Пĕрремĕшне - 2001 çулта кăларнине - ỹсен-тăрансемпе кăмпасене кĕртнĕ. Иккĕмĕшне - 2010 çулта çутă курнăскере - чĕрчунсене халалланă.
2021 çулта пĕрремĕш тома çĕнĕрен пичетленĕ, халĕ иккĕмĕш патне черет çитнĕ. Ĕçе çывăх вăхăтрах вĕçлеме шутлаççĕ.
РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ