Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пушар хăрушлăхĕ пысăк

Пушар хăрушлăхĕ пысăк

ЧĂВАШ Республикин Министрсен Кабинечĕ 2023 çулхи мартăн 20-мĕшĕнче кăларнă Постановленипе апрелĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Республикин территорийĕнче пушар хăрушлăхĕн сезонĕ пуçланни çинчен пĕлтернĕ.

Çак Постановленипе никĕсленсе, Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕ вăрманта, ялсенче, граждансен килти хуçалăхĕсенче вут-кăварпа çав тери асăрхануллă пулма чĕнсе калать. Вăрман çывăхĕнче вырнаçнă çĕр лаптăкĕсенче типĕ курăка тата ỹсен-тăран юлашкисене çунтарма пачах та юрамасть.

РФ КоАП çирĕплетнĕ çĕнĕ йĕркепе килĕшỹллĕн, пушара хирĕç кĕрешмелли правилăсене пăснăшăн граждансене - 15 пинрен пуçласа 30 пин тенкĕ таран, должноçри çынсене - 30 пин тенкĕрен пуçласа 50 пин тенкĕ таран, юридици сăпатĕнчи (лицо) çынсене 100 пин тенкĕрен пуçласа 400 пин тенкĕ таран штраф тỹлеттерме пултараççĕ.




РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
14 апреля 2023
10:02
Поделиться