Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Иван Яковлев халалне асра тытса

Иван Яковлев халалне асра тытса

Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнче коллектив пуçарăвĕпе «Яковлев еткерçисем (ĕçне тăсакансем)» регионсем хушшинчи педагогика идейисен фестивалĕ иртрĕ. Ăна чăваш халăхне çутта кăлараканĕ Иван Яковлевич Яковлев 175 çул тултарнине халалларăмăр.

Фестиваль тĕллевĕ: ачасене наци культурипе çывăхлантарасси, çитĕнекен ăрура кăмăл-сипет тата патриотизм туйăмĕсене аталантарасси, педагогсен малти опытне тата методика идейисене сарасси, педагогика ĕçченĕсем хушшинчи ĕçлĕ çыхăнусене çирĕплетесси.

Мероприятие Чăваш Енĕн тата Тутарстанăн 50 ытла вĕрентекенĕ хутшăнчĕ.

Уяв хăнасене кĕтсе илнинчен тата вĕренỹ учрежденийĕн краеведени музейĕнчи экскурсирен пуçланчĕ. Çамрăк экскурсоводсем тăван ял тата шкул историйĕпе çитĕнĕвĕсем çинчен мăнаçлăхпа паллаштарчĕç, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, паллă ентешсем, вырăнти чăваш халăхĕн авалхи йăли-йĕрки, кил-хуçалăхĕ çинчен питĕ кăсăклă каласа пачĕç.

Çавăн пекех шкулта хăнасем 2020 çултанпа ĕçлекен цифра тата гуманитари профилĕсен «Точка Роста» вĕренỹ центрĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.

Фестиваль пултаруллă вĕрентекенсен Иван Яковлевпа çыхăннă ăсталăх класĕсемпе, актуаллă тата пурнăç таппипе килĕшỹллĕ урокĕсемпе, класс тулашĕнчи мероприятисемпе тулăх пулчĕ.

Шкул директорĕсемпе вĕсен вĕренỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсем практикăпа ориентаци семинарĕсенче пĕр-пĕрин опычĕпе пайланчĕç. Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн директорĕ Эльвира Можаева «Шкулта методика ĕçне лайăхлатмалли мелсем» темăпа тухса калаçрĕ.

Фестивале хутшăнакансем - сертификата, çĕнтерỹçĕсемпе призерсем грамотăна тивĕçрĕç.

Мероприяти чăваш халăхĕн аслă Вĕрентекенне пурте яланах асра тытнине тепĕр хут çирĕплетрĕ, паллах, педагогикăн çĕнĕ идейисене вĕрентỹ ĕçĕнче анлăн сарма майсем туса пачĕ.

Эпир, И.Яковлев еткерçисем, чăваш халăхĕн Улăпне çакăн пек чыс туни - нихçан манăçми астăвăм.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
14 апреля 2023
10:05
Поделиться