Амăш капиталĕ - хваттер илме
Чăваш Енре «Ачаллă çемьесене финанс тĕлĕшĕнчен пулăшасси» регион проекчĕ пурнăçланать. Проектăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - виçĕ е ытларах ачаллă çемьесене республика шайĕнчи ача амăш (çемье) капиталĕпе тивĕçтересси.
Ача амăш (çемье) капиталне çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас, ачана (ачасене) пĕлỹ илме пулăшас, инвалид ачасен социаллă адаптацийĕ валли тавар туянас тата вĕсене услугăсемпе тивĕçтерес тĕллевпе усă курма юрать.
2022 çултанпа капиталпа çăмăл автомобиль туянма (енчен те пурăнмалли çурт-йĕре лайăхлатмалли сăлтав пулмасан) пулать.
Шăмăршă муниципалитет округĕнчи Шăмăршă ялĕнче пурăнакан Черновсен нумай ачаллă çемйи - патшалăх енчен пулăшу илнисенчен пĕри. Черновсем республика шайĕнчи ача амăш (çемье) капиталне пурăнмалли çурт-йĕре лайăхлатма ярĕç.
- Çемьемĕрте виçĕ ывăл çитĕннĕ май эпир ача амăш (çемье) капиталĕпе хулара хăтлă хваттер илме шутларăмăр,- пĕлтерет виçĕ ача амăшĕ Алина Геннадьевна. - Çавна май кредит илтĕмĕр. Капиталтан кредит тỹлеме май пурри - патшалăх тĕлĕшĕнчен пире кỹнĕ сисĕмлĕ пулăшу.
Сăмах май, ача амăш (çемье) капиталĕпе мĕнлерех усă курма палăртнине Патшалăх çăмăллăхĕсен порталĕ урлă заявлени çырса пĕлтермелле.