Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чăваш Енре спорт хисепре

Чăваш Енре спорт хисепре

Пирĕн республика халăха спорт инфраструктурипе тивĕçтерес тĕлĕшпе çĕр-шывра малта пыракан виçĕ регион йышĕнче. Çакăн çинчен ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Физкультурăпа спорт министерствин коллегийĕнче пĕлтернĕ.

Пирĕн регион халăха спортпа явăçтарас енĕпе те малта пырать. Республикăра пурăнакансен 52 проценчĕ - физкультурăпа спортăн яланхи тусĕсем. Çакă Раççейри вăтам кăтартуран 0,7 процент пысăкрах.

Спортра пысăк çитĕнỹсем тăвасси малтанах спорт объекчĕсем çĕклессипе çыхăннă. Икĕ çул хушшинче кăна, «Спорт - пурнăç йĕрки» федераци проекчĕпе тата республикăн спорт объекчĕсем тумалли адреслă инвестици программипе килĕшỹллĕн, 1,7 миллиард (!) укçа-тенкĕ уйăрнă.

2022 çулта Чăваш Енĕн 239 (!) спортсменĕ Раççей пĕрлештернĕ командисен йышне кĕнĕ.

Регионта Пĕтĕм Раççей тата халăхсен хушшинчи çăмăл атлетсен, шахматистсен, кире пуканĕ йăтаканĕсен ăмăртăвĕсем çỹллĕ шайра иртнĕ.

«Демографи (Спорт)» Наци проекчĕ витĕм кỹнипе Шăмăршă муниципалитет округĕнче те физкультурăпа спорт çулĕ çине тăракансен хисепĕ ỹсет. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденисемпе Шăмăршăри «Туслăх» ФСК кĕçĕн тата аслă ăрусенчи граждансене спортăн тĕрлĕ енĕпе аталантарассишĕн хăйсенчен кирлине пĕтĕмпех тăваççĕ.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
31 марта 2023
14:51
Поделиться