Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Васан шкулне - çĕнĕ автобус

Васан шкулне - çĕнĕ автобус

МАРТĂН 20-мĕшĕнче Шупашкарти Республика лапамĕнче Чăваш Енри вĕренỹ заведенийĕсене чаплă лару-тăрура çĕнĕ шкул автобусĕсем панă. Чи телейлисен йышĕнче - Шăмăршăри муниципалитет округĕнчи Васан тĕп шкулĕ. Автобус уççине шкул директорне Владимир Денисова Чăваш Республикин Вĕренỹ тата çамрăксен политики министрĕ Дмитрий Захаров панă.

Калас пулать, хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче кашни кунах 363 шкул автобусĕ 1-11 классенче вĕренекен 13,5 пин ытла ачана турттарать. Кăçал республика бюджечĕн укçипе тата 3 автобус туянма палăртнă.

- Çĕнĕ автобус 17 вырăнлă, - тет Васан шкулĕн директорĕ Владимир Денисов. - Унпа ачасене шкула турттарнипе пĕрлех спорт тата культура мероприятийĕсене те кайма пулать. Автобуса хăрушсăрлăх техникин хатĕрĕсемпе туллин тивĕçтернĕ.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
24 марта 2023
16:03
Поделиться