Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çтаппан Лашман: «Улăм тултарнă тỹшек те çемçе пек туйăнатчĕ»

Çтаппан Лашман: «Улăм тултарнă тỹшек те çемçе пек туйăнатчĕ»

ИВАН ЯКОВЛЕВИЧ Яковлев Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче 50 çул ытла математика, педагогика тата логика вĕрентнĕ. Анлă пĕлỹллĕ çын, латинла, грекла, нимĕçле тата французла лайăх пĕлекенскер, вăл Европăри илемлĕ литературăпа ăслăлăх кĕнекисене, педагогикăпа çырнисене тĕплĕн тишкерсе вуланă. И.Я.Яковлев вырăссен чаплă писателĕн Л.Н.Толстойăн «Вуламалли кĕнекисене» пурне те чăвашла куçарса пичетлесе кăларнă.

И.Я.Яковлев чăваш халăхĕн наци ỹсĕмне ертсе пыракан, ăна хавхалантаракан пулнă. Вăл нумай çул хушши ертсе пынă Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен малтанхи чăваш композиторĕсем, поэтсемпе писательсем, артистсем, художниксем, ученăйсем, общество деятелĕсем вĕренсе тухнă. Çак шкултах тата чăвашсен пĕрремĕш антологийĕ пичетленнĕ, юрăсен икĕ кĕнеки çапăнса тухнă, музей тата илемлĕ ỹкерчĕксен галерейи уçăлнă. Шкулăн ял хуçалăх ферми чăваш хресченĕсем хушшинче малта пыракан агрономи меслечĕсене сарма пулăшнă.

Акă мĕнле аса илнĕ Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ çулсене Патирекре çуралса ỹснĕ Çтаппан Лашман (С.М.Авксентьев- Митрофанов) писатель:

«...Пĕрремĕш класс пĕтерсе иккĕмĕшне куçни пирĕн пурнăçра пысăк улшăну кỹчĕ. Иккĕмĕш класс воспитанникĕсем пĕрремĕшсем пек улăм тултарнă тỹшексем çинче урайĕнчех çывăрмастчĕç, пиртен кашнинех кровать тата вырăн таврашĕ - матрас, простынь, утиял - çирĕплетсе панăччĕ. Анчах темшĕн мана улăм тултарнă тỹшек те çемçе пек туйăнатчĕ. Кунĕпе ывăннă хыççăн выртнă выртманах çывăрса кайнă.

Вĕрентỹ программипе килĕшỹллĕн, иккĕмĕш класра çĕнĕ предметсем кĕчĕç: алгебра, сăмахлăх теорийĕ, славян чĕлхин грамматики, логика...

Логикăна пире Иван Яковлевич Яковлев хăй вĕрентетчĕ. Пĕрремĕш урока эпир çав тери хумханса, чăтăмсăр кĕтрĕмĕр. Эпир Турă вырăннех хуракан çын çинчен нумайрах пĕлесшĕн çунаттăмăр. Малтанхи урокрах Иван Яковлевич пирĕн чĕресене тыткăна илчĕ, унăн кашни сăмахĕ ахах пек туйăнатчĕ. Эпир вăл е ку преподаватель пире лекци вуласа панине, учебника шĕкĕлчеме хушнине хăнăхнăччĕ ĕнтĕ. И.Я.Яковлев урокĕ вара калав та, лекци те мар, чăн-чăн чĕрĕ калаçуччĕ.

И.Я.Яковлев урокĕнче унти-кунти ĕçпе аппаланма мар, çакăн пирки шухăшлама та май çукчĕ, мĕншĕн тесен вăл пирĕн чĕресене темле асамлă вăйпа хăй патне туртатчĕ. Иван Яковлевич нихăçан та учебника пăхмастчĕ, ăна хăйпе пĕрле илсе те çỹреместчĕ. Логика аталанăвĕ тарăнрах пултăр тесе, пирĕн ăс-тăна пурнăçри тĕслĕхсемпе пуянлататчĕ.

Яковлев урокĕсене хатĕрленме пĕрре те çăмăл марччĕ: чăн малтан, вăл урокра мĕн каланине пĕтĕмлетмелле, унтан учебникпа çыхăнса конспект йĕркелемелле. Иван Яковлевич кашнин вĕренекенренех конспект ыйтатчĕ. Урокра хавхаланса калаçнипе, Иван Яковлевич шăнкăрав янăранине те асăрхамастчĕ, икĕ-виçĕ сехет таран пĕлỹ пама пултаратчĕ».

Çтаппан Лашман Чĕмпĕрти чăваш шкулне 1913 çулта пĕтернĕ. Унпа пĕр класрах пирĕн тепĕр паллă ентешĕмĕр - Никишино ялĕнче çуралса ỹснĕ Иван Космовский те вĕреннĕ.

Çак шкултан 1875 çулта вĕренсе тухнă Пăчăрлă Пашьел çамрăкĕн М.Н.Можаевăн аса илĕвĕ те интереслĕ. Вăл шкулăн Атăл хĕрринче 300 гектар ытла çĕр пулнине, выльăх-чĕрлĕх ферми тытнине çырса хăварнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ пыл хурчĕсем те ĕрчетнĕ, улма-çырла пахчи çулленех пуян тухăçпа савăнтарнă. Çак ĕçсене вĕренекенсемпе вĕрентекенсем пурнăçланă, çавна май хĕлĕпех столовăйра тỹлевсĕр апатланнă.

Ульяновск облаçĕн истори архивĕнче тепĕр аса илỹ те упранать. Ăна Асанкасси çынни В.И.Ильин - Чĕмпĕрти шкултан 1903 çулта вĕренсе тухнăскер - çырса хăварнă. Василий Ильич 1904 çулта И.Я.Яковлевпа унăн вĕренекенĕсем чăваш ачисем валли Букварь пичетлесе кăларнине: «Шкулшăн чăн-чăн пысăк уяв пулчĕ!» - тесе аса илнĕ.

«Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче, - малалла çырать В.И.Ильин, - Иван Яковлевич тăрăшнипе хĕр вăййисем, çамрăксен уявĕсем, халăх хушшинче сарăлнă ытти ăмăрту тата ниме иртетчĕç. Иван Яковлевич çамрăксене пăхса çитĕнтерес ĕçре халăхри ырă йăла-йĕркепе анлăн усă куратчĕ. Эпир пурте сĕрме купăс калама пĕлеттĕмĕр, юрă-кĕвĕ нотисене те аванах ăнланнă».

Çакă та интереслĕ: 1917 çулхи революци хыççăн Яковлев РСФСР Конституцине чăвашла куçарма тỹрремĕнех хутшăннă. 1872-1917 çулсенче 700-е яхăн кĕнекене чăвашла куçарни те - Иван Яковлевичпа вăл ертсе пынă шкулăн чăн-чăн паттăрлăхĕ. Хăйĕн вĕренекенĕсемпе пĕрле, И.Я.Яковлев Кивĕ Заветăн 5 пайне чăвашла куçарнă. Ют çĕр-шывсенчи справочниксем çирĕплетнĕ тăрăх, Раççейре тăватă халăх çеç Библие хăй чĕлхине куçарма вăй çитернĕ. Çапла вара Библи куçарма пултаракан чĕлхе тĕнчере чи пуяннисен шутне кĕнĕ.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
24 марта 2023
16:08
Поделиться