Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Наркоманирен каялла çул çук

Наркоманирен каялла çул çук

Наркомани - наркотик йышăннине пула çыннăн психикине тата физиологине улăштаракан тăрăм. Наркомани тĕсĕсен шутне çаксем кĕреççĕ: токсикомани (наркотик пек пăхман эмеле, ỹсен-тăранран тунă тата хими препарачĕсене ĕçни), алкоголизм (этил спирчĕллĕ шĕвек ĕçме хăнăхни), табак туртни (никотина хăнăхни), кантăр препарачĕсене (гашиш, марихуана) туртни. Çавăн пекех организма пысăк сиен кỹрекен (психикăна улăштаракан) алкалоидсене те палăртаççĕ. Вĕсем: мăкăнь (опиум, морфин, героин), коки (кокаин), синтезлă наркотиксем (мефедрон, ЛСД, амфетамин, экстази).

Шел пулин те, çỹлерех асăннă препаратсем çын пурнăçĕшĕн калама çук пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Вĕсене, пĕр хутчен çеç тутанса пăхсан та, çын хăвăрт хăнăхать. Организм вĕсемсĕр тăрайми пулса çитет... Юлашкинчен çын пурнăçĕпе сыв пуллашать.

Хальхи вăхăтра Шăмăршă муниципалитет округĕнчи виçĕ арçын наркологи енĕпе учетра тăрать. Пĕр шутласан, ку цифра пĕчĕк темелле, анчах та вăл хăратать. Çак наркомансен çывăх çыннисем вĕсемшĕн хуйхăраççĕ, пăшăрханаççĕ... Енчен те наркомани серепинчи çынсем ыттисене хăйсен çулĕпех ярсан... Психики улшăннă çын хăйне хăй тытса чараймасть, унран тем кĕтме те пулать. Вăл общество умне хăрушлăх кăларса тăратать.

Наркотиксемпе уйрăмах çул çитменнисем хăвăрт туслашаççĕ. Çирĕпленсе çитмен характер, йывăр лару-тăру, аслисен начар тĕслĕхĕ - çаксем веçех çамрăк ăру çине ырă мар витĕм кỹреççĕ. Çакна аслисен, пуринчен ытла - ашшĕ-амăшĕн, яланах асра тытмалла, ывăл-хĕре куçран вĕçертмелле мар, вĕсен кашни утăмне пĕлсе тăмалла. Ача-пăчана вăхăтпа пĕлсе усă курма пĕчĕкрен хăнăхтармалла. Спорт секцине е кружока çỹрекенĕн, волонтерсен юхăмне хутшăнаканăн нихçан та çапкаланса çỹреме вăхăт юлмасть. Вĕсен ĕмĕт-тĕллевĕ те - ку енĕпе çитĕнỹ тăвасси. Асли сиенлĕ йăласемпе иртĕхмесен кĕçĕнни те усалли, сиенли çумне çыпăçмĕ.

Н.Поликарпов,
район больницин наркологĕ.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
24 марта 2023
16:06
Поделиться