Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

«МедиаВзлет» - финишра

«МедиаВзлет» - финишра

Республик ăри ача-пăчапа çамрăксен медиапроекчĕсен регионсем хушшинчи «МедиаВзлет» фестивалĕ вĕçленнĕ. Конкурса хутшăнма пурĕ 500 ытла (!) заявка панă. Унта 9 çултан пуçласа 17 çулчченхи авторсем тата авторсен коллективĕсем хутшăннă. Конкурс йĕрки тăрăх, вырăсла тата чăвашла çырнă ĕçсене массăллă информаци хатĕрĕсенче, интернетра тата социаллă сетьсенче вырнаçтарнă.

Шăмăршă муниципалитет округĕнчи Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕ «Чи лайăх пичет изданийĕ» номинаципе стена хаçачĕсен конкурсĕнче тупăшнă. Вĕренỹ заведенийĕнче вырăсла тухса тăракан «Кĕрен парăс» стена хаçачĕн 2022-2023 вĕренỹ çулĕн виçĕ кăларăмне тăратнă. Вĕсен автор коллективĕ - акăлчан чĕлхи вĕрентекен Людмила Матвеева ертсе пыракан «Çамрăк журналист» кружок членĕсем.

«Кĕрен парăс» стена хаçачĕн кăларăмĕсене сумлă жюри тивĕçлĕ хак парасса тата Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн çамрăк журналисчĕсем малти вырăнсенчен пĕрне йышăнасса ĕмĕтленетпĕр.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
24 марта 2023
16:01
Поделиться