Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Йĕлтĕрçĕсем ăмăртнă

Йĕлтĕрçĕсем ăмăртнă

МАРТĂН 15-17-мĕшĕсенче Шупашкарти Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕн йĕлтĕр базинче республикăри çамрăксемпе ача-пăча спорт шкулĕсен тата вăтам шкулсен командисем ăмăртнă. Шăмăршăри «Туслăх» ДЮСШ чысне Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнче вĕренекенсен команди хỹтĕленĕ.

Виçĕ куна пынă ăмăрту кăтартăвĕсем тăрăх, «Туслăх» ДЮСШ республикăри 22 команда хушшинче 6-мĕш вырăна тухнă.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
24 марта 2023
16:04
Поделиться