Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Террористсем пуçĕсене çĕкленĕ

Террористсем пуçĕсене çĕкленĕ

ЯТАРЛĂ çар операцийĕ вăхăтĕнче Украинăра пулса иртекен лару-тăру, чăннипех те, юнлă ахăр саманана аса илтерет. Раççей уйрăм çĕр-шывпа мар, террористсен пысăк ушкăнĕпе çапăçать. Çак террористсем Çывăх хĕвел тухăçри пуç касакансенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ. Тен, киревсĕр ĕçĕсене пăхсан, вĕсем ытти террористсенчен хăрушăрах та.

Раççей Оборона министерстви уççăн çапла пĕлтерет: Мускав Украинăра терроризма хирĕçле операци ирттерет. Тĕплĕнрех çакна каламалла:

- Киев «Азовстальти» мирлĕ халăха эвакуацилеме чарнă;

- ВСУ подразделенийĕсем Славянскри чукун çул больницинче вырнаçнă;

- националистсем ЛНРти Лисичанск ача-пăча больницин çур- тĕнче йывăр хĕç-пăшал позицийĕсене вырнаçтарса тухнă;

- Украинăра националистсем 9 çĕр-шыври 6126 граждана заложника илнĕ.

Украинăри террористсем мирлĕ халăхпа тата ачасемпе хỹтĕленеççĕ, больницăсенче, шкулсенче, ача сачĕсенче пытанаççĕ.

Мирлĕ халăхпа «чĕрĕ щит» вырăнне (тĕслĕх - Мариуполь) усă кураççĕ, хăйсен çапăçакан позицийĕсене нумай хутлă пурăнмалли çуртсенче, театрсенче, шкулсенче, госпитальсенче вырнаçтараççĕ.

Террористсем граждансене эвакуацилеме чараççĕ, хăйсен çĕр-шывĕн гражданĕсене пĕр сăлтавсăрах вĕлереççĕ, кайран пысăк çылăха Раççей çине йăвантарма хатĕрленеççĕ.

Çапăçу пыракан зонăран пăрахса кайма пикеннĕ ачасемпе вĕсен амăшĕсене Украина снайперĕсем пере-пере пăрахаççĕ, нацистсем никама та шеллесе тăмаççĕ.

Украина халăхне террористсем хăрата-хăрата хĕсĕрлеççĕ, хирĕç калама пăхсанах персе вĕлереççĕ е асаплантараççĕ.

Украинăра политика оппозицине тата массăллă информаци хатĕрĕсен ирĕклĕхне пĕтернĕ, Хĕвел анăçĕнчи кураторсем вĕрентнипе пур çĕрте те юн юхтараççĕ.

Украинăра кăларнă шкул учебникĕсем те - пулас террористсене вĕрентсе хатĕрлемелли сĕтел çинчи кĕнекесем. Вĕсем Раççей çĕр-шывне кураймасăр пурăнма, пирĕн çынсене вĕлерме, террорла ĕçсем тума вĕрентеççĕ.

Хăрушă! Анчах та хăраса лармалла мар, Украина террорисчĕсем хăйсен ирсĕр ĕçĕсене пирĕн патăмăрта тăвасран сыхланмалла тата хăрушлăха сирсе яма пĕлмелле.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
17 марта 2023
14:21
Поделиться