Саккăрăш те хамăрăн
ШĂМĂРШĂ территори уйрăмĕ 8 яла пĕрлештерсе тăрать. Кунта 1935 çуртлă-хваттерлĕ, вĕсенче 3204 çын пурăнакан центр та, вăрман варринчи 5 çуртлă тата 6 çынлă Кучек та кĕреççĕ.
- 2023 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне территори уйрăмĕнче пурĕ 3892 çын пурăннă, - терĕ социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнчи çулталăкри лару-тăрăва тишкерсе тухнă май уйрăм начальникĕ Андрей Удин.
Демографи пирки сăмах хускатса, Андрей Николаевич 2022 çулта сакăр ялта пурĕ те 21 ача кăна (2021 çулта - 37 ача) çуралнине пăшăрханса палăртрĕ. Тĕрлĕ сăлтавпа 59 çын (2021 çулта - 72 çын) пурнăçран уйрăлса кайнă.
Çулталăк тăрăшшĕпе 13 туй пулнă, çав вăхăтрах 23 çемье арканнă.
Шел те, докладчик темшĕн демографи лару-тăрăвне кашни ялпа уйрăмшарăн тишкерсе тухмарĕ, çапла вара залра ларакансем хăш ялта миçе ача çуралнине, ăçта миçе çын вилнине пĕлеймесĕрех юлчĕç.
«Вак тата вăтам предпринимательлĕх» Наци проекчĕ мĕнле пурнăçланать-ха?
Территори уйрăмĕнче 73 уйрăм предпринимателе, 10 хресчен (фермер) хуçалăхне тата харпăр-хăй ĕçне йĕркеленĕ 59 çынна (самозанятые) регистрациленĕ. Вĕсем ял хуçалăх продукчĕсем туса илес, суту-илỹ, груз турттарас тата йывăç материалсене ĕçе кĕртес тĕлĕшпе вăй хураççĕ.
Килти хушма хуçалăхсене те шутласан, 2022 çулта пурĕ 219 тонна аш-какай тата 1280,5 тонна сĕт туса илнĕ.
Килти хушма хуçалăхсем 461 пуç мăйракаллă шултра выльăх (çав шутра - 156 пуç сăвăнакан ĕне), 530 пуç сысна, 43 пуç сурăх, 3 пуç лаша, 83 пуç качака тата пыл хурчĕсен 701 çемйине тытаççĕ.
Качакасем ытларах - Шăмăршăра. Çу кунĕсенче вĕсен пĕр пайĕ ирĕкре çỹресе çут çанталăка пысăк сиен кỹрет, çынсене хытă тарăхтарать. Çăва тухиччен территори уйрăмĕн качака усракансене пуçтарса выльăха ирĕкре çỹретме юраманни пирки калаçасах пулать. Влаç çыннисен сăмахне пĕр хăлхаран кĕртсе тепĕр хăлхаран кăларса яракансене пысăк штраф тỹлеттересси çинчен те хытарсах асăрхаттармалла.
Çакнах ирĕкре çỹрекен йытăсем пирки те каламалла. Докладчик 2022 çулта хуçасăр йытăсене тытса ятарлă вырăна ăсатма 300 пин тенкĕ укçа тăкаклани çинчен каларĕ пулин те, лару-тăру кăçал та лăпкă теме çук. Çынсем тĕрĕсех пăшăрханаççĕ: вырăнти влаç тăрăшмасан кам йĕрке тăвĕ-ха ялта?
«Çул-йĕр» Наци проектне пурнăçласа, 2022 çулта Шăмăршăри Заводская тата Уруков урамĕсенчи асфальт сарнă çула 3 107 000 тенкĕлĕх юсанă. Контракта 3 çул валли тунă май, юсав ĕçĕсем кăçал малалла пырĕç.
Шăмăршăри Космовский урамĕнчи 20-мĕш çурт патне кĕмелли çула юсама 1 017 000 тенкĕ уйăрнă, 3 çул валли тунă контракта 1 çултах пурнăçланă.
Çавăн пекех Шăмăршăри Ленин, Шоссейная, К.Маркс, Западная урамсенчи тата Энтĕрьелĕнчи Гагарин урамĕнчи çул çинче шăтăк-путăка сапланă (ямочный ремонт).
Пуçару бюджечĕ пулăшнипе Шăмăршăри Полевая, Восточная, Лесная урамсенчи, Энтĕрьелĕнчи çула вак чул сарса тикĕсленĕ.
Строительство ĕçĕсем пирки каланă май çуран çỹремелли сукмаксене юсанине, Шăмăршăри Советская урамра карта тытнине, ларса канмалли хитре тенкелсем вырнаçтарнине те асăнчĕ докладчик. 3 шыв башни валли тасатакан фильтр илсе хута янă. Шăмăршăри Космовский урамĕнчи 18-мĕш çурт умĕнчи тротуара юсанă.
Чи савăнтараканни - Лесхозная урамра каçса çỹремелли пĕчĕк кĕпер туни. Территори уйрăмĕнчи ытти каçăсене те вăй çитнĕ таран юсама тăрăшнă.
Урама çутатакан лампăсене çĕнни- семпе улăштарни те - ырă ĕçсен шутĕнче. Светодиод светильникĕсемпе тенкелсем туянма 1 750 000 тенкĕ тăкакланă.
2023 çулта тумалли ĕçсем пирки çакна каламалла: Шăмăршăри Советская урама тирпей-илем кĕртме 2 967 000 тенкĕ уйăрма пăхнă. Пуçару бюджечĕн укçи-тенкипе Автовокзальная урамри çула (кунта ĕçлекен организацисем пулăшнипе) юсасшăн. Шăмăршăри Çĕнтерỹ паркĕнчи палăка юсама та 1 650 000 тенкĕ укçа кирлĕ пулать.
Урамсенче светодиод светильникĕсене вырнаçтарас ыйтупа малалла ĕçлемелле, çавăн пекех ларса канмалли тенкелсем те вырнаçтарасшăн.
Çак пысăк тĕллевсене ăнăçлă пурнăçламашкăн территори уйрăмне ертсе пыма шаннă Андрей Удина пухура тухса калаçакансем çирĕп вăй-хал тата хастарлăх сунчĕç.
- Территорири 8 ял та хамăрăн, - терĕ Шăмăршă муниципалитет округĕн депутачĕ Галина Телегина. - Кашни ялах аталантарассишĕн тăрăшмалла. Кашни ялтах тирпейлĕ те илемлĕ, пурăнма лайăх пултăр тесе тăрăшмалла.