Пĕр ыйту та манăçа юлмĕ
МАРТĂН 15-мĕшĕнче республикăра, çав шутра Шăмăршă муниципалитет округĕнче те, Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ. Уйрăммăн илсен, халăхпа тĕл пулнă чух икĕ ыйтăва сỹтсе явнă: Раççей Федерацийĕн Президенчĕ 2023 çулта Федераци Пухăвне янă Çыру тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2022 çулхи ĕçĕ çинчен туса панă Отчет. Çавăн пекех калаçу муниципалитет округĕнче пурăнакансене хумхантаракан ытти çивĕч ыйтусем тавра та пынă.
Пĕрлĕхлĕ информаци кунне Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Александр Чамеев, Гостехнадзорăн Чăваш Республикинчи инспекцийĕн начальникĕ Владимир Димитриев, муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, округ администрацийĕн яваплă работникĕсем тата территори уйрăмĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.
Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Александр Чамеевпа унăн заместителĕ Николай Ухваркин, Гостехнадзорăн Чăваш Республикинчи инспекцийĕн начальникĕ Владимир Димитриев Предпринимательсен кунĕнче Шăмăршăри ваттисен çуртĕнче тата Анат Чаткас ялĕнче пулнă.
Информаци ушкăнĕсем çак кун халăха харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăннă, ял çыннисемпе тĕл пулса калаçнă. Çийĕнчех хуравлама май килмен пĕр ыйту та манăçа юлмĕ, вĕсене пурне те ăнăçлă татса пама тăрăшĕç. «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕ «Информаци кунĕнче панă ыйту çине - хурав» рубрика уçнă.