Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Мĕнле халсем, Шăмăршăсем?

Мĕнле халсем, Шăмăршăсем?

КĂÇАЛХИ январь-февраль уйăхĕсенче Шăмăршă муниципалитет округĕнче ОРИпе (острая распираторная инфекция) чирленĕ 378 тĕслĕхе шута илнĕ, çак кăтарту иртнĕ çулхи ку вăхăтринчен 48,6 процент пĕчĕкрех. Çавăн пекех гриппа чирленĕ 24 тĕслĕхе шута илнĕ.

Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, кăçал больница тулашĕнчи пневмонипе (внебольничная пневмония) чирлекенсен йышĕ 36,4 процент сахалтарах. Çак чирпе пурĕ 7 тĕслĕх тупса палăртнă.

Икĕ уйăхра COVID-19 чир ернĕ 18 тĕслĕхе, çав шутра 17 çула çитичченхи ачасем хушшинче 2 тĕслĕх шута илнĕ.

Январь-февраль уйăхĕсенче муниципалитет округĕнче 3 çынна йытă çыртнă (Палтиел, Анат Чаткас, Карапай Шăмăршă ялĕсенче - пĕрер тĕслĕх).

Çак тапхăрта муниципалитет округĕнче ВИЧ инфекци çаклатнă 1 тĕслĕхе тупса палăртнă.

С.ПЕТРЯНКИНА,
Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн территори уйрăмĕн начальникĕн заместителĕ



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
17 марта 2023
14:19
Поделиться