Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вăй патăр, Петрович!

Вăй патăр, Петрович!

ТĂРĂШСА ĕçлекен хастар çынпа курса калаçма та кăмăллă. Вăл яланах мĕн-тĕр лайăххине тума ĕмĕтленет, çитĕнỹсемпе лăпланса лармасăр, малалла пысăк шанăçпа пăхать.

Александр Егоров фермер _ шăпах çавăн пек çынсенчен пĕри. Иртнĕ çул вăл ял хуçалăхĕнчи çитĕнỹсемшĕн муниципалитет округĕнчи Куçса çỹрекен кубока илме тивĕçнĕччĕ.

2022 çулта Александр Петрович 100 ĕне сумалли çĕнĕ оборудовани (молокопровод) тата витери тислĕке кăлармалли транспортер туянса хута янă. Хальхи вăхăтра фермăри пур оборудовани те кăлтăксăр ĕçлет. Фермер пĕрремĕш сортлă сĕт çеç сутать, ăна .4 градус таран сивĕтеççĕ.

Хальхи вăхăтра тырă туса илнипе çеç нумай аталанаймастăн. Выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем ытларах туса илсе тупăшлă сутма тăрăшмалла. Александр Петрович экономика мĕнрен пуçтарăннине лайăх ăнланать. Çак тĕллевпех Ульяновск облаçĕнчен 30 пуç пысăк продуктивлă хурапа шурă голштинизированнăй ăратлă пушмак пăрусем туяннă.

_ Çак ăратлă ĕне çулталăкра 9 пин килограмм ытла сĕт антарма пултарать, _ терĕ фермер. _ Паллах ĕнтĕ, апачĕ та нумай кирлĕ.

Хуçалăхра 256 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра 80 пуç сăвăнакан ĕне, усраççĕ. Выльăх йышĕ ỹссех пырать. Апат пирки фермер пĕрре те пăшăрханмасть: 110 тонна утă, 200 тонна улăм, 115 тонна тырă фуражĕ, 400 тонна сенаж, 700 тонна куккурус силосĕ хатĕрленĕ. Выльăхсене сăра заводĕнчен илсе килнĕ дробина, çавăн пекех хĕвел çаврăнăш жмыхĕпе сахăр чĕкĕнтĕрĕн жомне те параççĕ. Пур апата та «Хозяин» механизм пулăшнипе вĕтетсе çеç çитереççĕ.

_ Пĕр условнăй пуç выльăха 27 центнер апат единици тивет, _ кăмăллăн калаçать Александр Егоров. _ Кун чухлĕ апатпа çу кунĕсене чиперех кĕтсе илĕпĕр. Кашни ĕнерен вăтамран 22-шер килограмм ытла сĕт суса илни _ хĕл кунĕсемшĕн лайăх кăтарту.

Çакна та каласа хăвармалла: фермер хуçалăхĕ 2022 çулта кашни ĕнерен 6292 килограмм, пурĕ вара 453 тонна (122.), сĕт туса илнĕ.

«Вак тата вăтам предпринимательлĕх» Наци проекчĕ пирĕн тăрăхра пурнăçа кĕрсе пынине А.Егоров фермер хуçалăхĕн тĕслĕхĕ те аван çирĕплетет.

«Вăй патăр, Петрович!» _ çапла каласа уйрăлтăмăр Шăмăршă ялĕнчи хастар фермерпа.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
10 марта 2023
13:25
Поделиться