Пушă çурт савăнăç кỹместех
ВАСАН территори уйрăмĕн начальникĕ Юрий Ильин _ хастар çын. Тен, шухăшлани пуртех пулса пĕтмест пуль, анчах тăрăшни лайăх. Васан, Ярăслав, Кивĕ Шăмăршă ялĕсенче пурĕ 903 çын пурăнать, Юрий Валерьевич вĕсенчен кашнинех паллать.
_ Иртнĕ çул виçĕ ялĕпе 5 ача çуралнă, _ çак сăмахсемпе пуçларĕ Юрий Ильин «Демографи» Наци проекчĕ хăйсен территорийĕнче мĕнле пурнăçланни çинчен пыракан калаçăва. _ Мухтанмалли çук. Туй та 3 çеç пулнă. 2021 çулта вара 10 туй кĕрленĕччĕ. Чуна лăплантараканни _ пĕлтĕр виçĕм çулхинчен 4 çын сахалрах вилнĕ.
Юрий Валерьевича çамрăксене яла çирĕплетсе хăварас ыйту хытă шухăшлаттарать. 2022 çулта икĕ çамрăк çемьене пурăнмалли çурт-йĕр туянма социаллă тỹлев уйăрни çинчен çирĕплетекен свидетельство панă. Анчах та ку çеç çителĕксĕр. Çамрăксем валли лайăх тỹлекен ĕç кирлĕ. Мускав çулне такăрлатнипе яла çĕнетеймĕпĕр.
Виçĕ ялта та пушанса юлнă çуртсем нумай: Васанта _ 76, Ярăславра _ 53, Кивĕ Шăмăршăра 57 çуртра никам та пурăнмасть.
Культура мероприятийĕсем те, спорт ăмăртăвĕсем те кашни эрнере тенĕ пекех иртеççĕ, анчах çамрăксене кунпа кăна илĕртме çук. Паçăрах каларăмăр: кулленхи ĕç пулмасан çамрăк çемьесем ялта тытăнса тăрасшăн мар.
Территори уйрăмĕнче 3 фермер (хресчен) хуçалăхĕ çеç йĕркелени те çителĕксĕр.
Килти хушма хуçалăхсем «самозанятый» пулмашкăн регистрациленме тăрăшмаççĕ. Тен, ăнлантару ĕçне çителĕксĕр туса пыраççĕ? Юрий Валерьевич та çапла шутлать. Халăхпа ĕçлессине вăйлатма Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ ирттерни те пулăшасса кĕтет.
Килти хушма хуçалăхсемпе фермерсем 317 пуç мăйракаллă шултра выльăх (çав шутра _ 178 пуç сăвăнакан ĕне), 448 пуç сысна, 500 пуç сурăхпа качака, 3 пуç лаша тытаççĕ. Иртнĕ çул вĕсем 208, 8 тонна аш-какайпа 1431,1 тонна сĕт туса илнĕ.
Территори уйрăмĕнче ялсене тирпей-илем кỹрес, çулсене юсаса-тасатса тăрас тĕлĕшпе тăрăшмаççĕ мар. 2022 çулта вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсене тытса тăма 244,5 пин тенкĕ тăкакланă. Пуçару бюджечĕпе усă курса Кивĕ Шăмăршăри Свердлов тата Чкалов урамĕсенчи автомобиль çулне, Васанти Киров урамĕнчи кĕпере тĕпрен юсанă.
Виçĕ ялти граждансен пухăвĕнче, пурнăçланă ĕçсемпе пĕрлех умра тăракан тĕллевсене те палăртрĕç. Кăçал пуçару бюджечĕ пулăшнипе Васан ялĕн Октябрь урамĕнчи тата Кивĕ Шăмăршăри икĕ урамри çула юсама шутлаççĕ.
Пуху ĕçне муниципалитет органĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политики пайĕн начальникĕ Николай Ендиеров, Шăмăршăран килнĕ ытти яваплă çынсем хутшăнчĕç, ял çыннисен ыйтăвĕсем çине тулли хурав пачĕç.