Пĕтĕмпех _ халăх ырлăхĕшĕн
Февралĕн 21-мĕшĕнче Анат Чаткас ялĕн Культура çуртĕнче Анат Чаткас территори уйрăмĕн (ял тăрăхĕн) гражданĕсен пухăвĕ иртрĕ. Унта асăннă территори уйрăмĕн (ял тăрăхĕн) 2022 çулхи социаллă-экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕç, 2023 çулта тумалли ĕç-пуçа палăртрĕç.
Пуху ĕçне тĕрлĕ сферăри ертỹçĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем: Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕ А.Чамеев, Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Шăмăршă округĕн (районĕн) клиент службин специалисчĕ Н.Марков, Раççейри МЧС ГУн Чăваш Енри надзор тата профилактика управленийĕнчи Шăмăршă районĕн надзор тата профилактика пайĕн начальникĕ М.Ильин, Шăмăршăри 42№ пушар чаçĕн начальникĕ А.Фомин, Шăмăршăри газ участокĕн начальникĕ А.Хакимов, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин округри уйрăмĕн ертỹçи И.Пыркина, Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Охотников.
Территори уйрăмĕн (ял тăрăхĕн) иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе ун начальникĕ Л.Петрова паллаштарчĕ. Территори уйрăмĕн ĕç-пуçĕ Анат Чаткас тата Тури Чаткас ялĕсен тата Хĕрлĕ Васан, Максим Горький паççулккисен халăхĕн пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе çыхăннă. Вĕсем: социаллă-культура сферине тытса тăрасси, ял-паççулккана хăтлăх кĕртесси, кĕтмен инкек-синкекрен упранасси.
2022 çулта пуçару бюджечĕпе 3 проекта (849,134 пин тенкĕлĕх) пурнăçа кĕртнĕ. Çав шутра: Тури Чаткас ялĕн пĕвине тата Речная урамне хăтлăх кĕртнĕ, Анат Чаткас ялĕн Чапаев урамĕнчи хỹмене юсанă. Çавăн пекех Анат Чаткас ялĕнче тухтăр амбулаторине (Раççей Федерацийĕн «Кил çывăхĕнче медицина пулăшăвĕ парасси» программа) хута янă (21 млн ытла тенкĕлĕх).
Пĕлтĕр Анат Чаткас _ Тури Чаткас (Терешкова урамĕ) автоçула юсамашкăн виçĕ çуллăха контракт (273,3 пин тенкĕлĕх) тунă. Хальлĕхе 91,1 пин тенкĕлĕх ĕç тунă.
Территори уйрăмĕн бюджетне илес пулсан, 2022 çулта тăкакланă укçа-тенкĕ хисепĕ _ 4198,2 пинпе, тупăш илнин хисепĕ 4196,1 пинпе танлашать. Палăртма кăмăллă: 2021 çултипе танлаштарсан, пĕрлехи ял хуçалăх налукĕ пухасси _ 4,3 процент, уйрăм çынсенчен кĕрекенни 8,3 процент ỹснĕ. Çав вăхăтрах, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, çĕр налукĕшĕн 15,5 процент укçа-тенкĕ сахалтарах кĕнĕ.
Территори уйрăмĕн пурнăçне ял хуçалăхĕ (килти хушма хуçалăх тата 5 хресчен (фермер) хуçалăхĕ) тата пĕчĕк предпринимательлĕх (16 уйрăм предприниматель) тытса тăраççĕ. Халăх выльăх-чĕрлĕх усраса, пахча çимĕç çитĕнтерсе тупăш илет. Юлашки вăхăтра лаша шучĕ 4 çеç юлни шутлаттарать. Çакна, паллах, ял хуçалăх техники малти вырăна тухнипе, апат хакĕ тата ăна туса илмелли тăкак ỹснипе тата халăхăн сийĕ ытларах аслă ăруран тăнипе çыхăнтармалла.
Пилĕк ял-паççулккара _ 387 кил-хуçалăх. Вĕсенче 698 çын (2023 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлĕнчи кăтарту) пурăнать. 2022 çулта 7 (2021ç. _ 3) пепке çут тĕнчене килнĕ, 11 (2021 ç. _ 24) çын пурнăçран уйрăлнă. Вилнисен хисепĕ 13 çын сахалрах. Çын вилеслĕхĕ (естественная убыль) _ 4 çын. Иртнĕ çул 5 (2022 ç. _ 7) çĕнĕ çемье чăмăртаннă, 1 (2021 ç. _ 3) мăшăр уйрăлнă. Демографи лару-тăрăвĕ кăшт лайăхланнă темелле. Апла пулин те, ку лăплантармасть. Ялсенче кермен пек çуртсем пушанаççĕ: аслă ăру ватăлать, çамрăксем ĕç вырăнĕ çуккипе хулана вырнаçаççĕ. Сăмах май, территори уйрăмĕнче 80 çултан иртнĕ граждансем 42-ĕн, чи асли _ Тури Чаткасра пурăнакан Ольга Никандровна Козлова ĕç ветеранĕ _ 96-па пырать.
Халăх пултарулăхне аталантарас тĕллевпе Анат Чаткас ялĕн Культура çуртĕнче тата библиотекинче пур ỹсĕмри валли те культура мероприятийĕ- сем иртеççĕ. Уйрăмах Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне, Пĕтĕм тĕнчери ĕç çыннисен кунне, Çĕнтерỹ кунне, Ачасене хỹтĕлемелли куна çỹллĕ шайра паллă тунă. Пĕр сăмахпа, пурнăç условийĕсем те, кану йĕркелĕвĕ те чиперех.
Эппин, Анат Чаткас территори уйрăмĕн малашлăхĕ пур-ха. Ĕçлеме ỹркенмесен, пĕрлĕхре пулсан пурăнма та аван.