Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

«Фермера ферма çăкăр çитерет»

«Фермера ферма çăкăр çитерет»

ТĔРĔСЕХ: уй-хирте тар тăкса тыр-пул çитĕнтернипе çеç хуçалăх экономикине тĕреклетме йывăр. Çĕр ĕç продукчĕсен тупăшĕ хăй хаклăха саплаштарма та çитсе пыраймасть. Çав вăхăтрах сĕтпе аш-какай хула халăхне яланах кирлĕ. Çĕнĕлле шухăшлама пĕлекен хуçасем çапла калаççĕ: «Фермера ферма çăкăр çитерет, аталанма пулăшать.

Çак шухăша Кахăрлă Шăхалĕнчи Геннадий Макаров фермертан унччен те илтнĕччĕ, халхинче вăл пĕтĕм вăй-халне выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çине яни пирки пĕлтерчĕ.

2019 çулхи ноябрь уйăхĕ асăма килчĕ. Шăпах кĕркуннехи пĕр илемлĕ кун Геннадий Макаров 103 пуç сăвăнакан ĕне валли çĕнĕ вите хута янăччĕ. «Çемье ферми» конкурса хутшăнса, Геннадий Николаевич 10 миллион тенкĕ грант çĕнсе илнĕ те пĕтĕм укçана çак пысăк ĕçе хывнă.

Витери пур ĕçе те механизациленĕ, оборудовани йĕркеллĕ ĕçлет. «Ĕне _ молокопровод _ холодильник» юхăмпа сĕт килсех тăрать. Фермер чи паха сортлă сĕт çеç сутать, +4 градус таран сивĕтет.

Геннадий Николаевич каланă тăрăх, кăçалхи февраль уйăхĕнче вăл Ульяновск облаçĕнчи ăратлă выльăхсем ĕрчетекен хуçалăхран хăйĕн укçипе 15 пуç пысăк продуктивлă голштинизированнăй йăхлă пушмак пăрусем туяннă.

Фермер хуçалăхĕнче халĕ 249 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра 103 пуç сăвăнакан ĕне усраççĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан выльăхсен йышĕ 121 процент ỹснĕ.

Вите тулли выльăха апачĕ те нумай кирлĕ ĕнтĕ. Г.Н.Макаров апат пирки пĕрре те пăшăрханмасть: 105 тонна утă, 150 тонна улăм, 100 тонна тырă фуражĕ, 400 тонна сенаж, 1000 тонна куккурус силосĕ пур. Çăва тухма çитет, пуян рационпа тăрантарнипе продукци илесси те ỹссех пырать. Рациона сăра дробини, хĕвел çаврăнăш жмыхĕ тата сахăр чĕкĕнтĕрĕн жомне те кĕртнĕ. Апата «Хозяин» агрегатпа вĕтетсе çитереççĕ.

Хальхи вăхăтра фермăра кашни ĕнерен талăкра 18,5 килограмм сĕт суса илеççĕ. Иртнĕ уйăхра пурĕ 51,5 тонна е пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 32 процент нумайрах сĕт сунă. Çамрăк пăрусем талăкра вăтамран 651 грамм ытла чĕрĕ ỹт хушнă.

«Вак тата вăтам предпринимательлĕх» Наци проекчĕ фермер хуçалăхне пысăк усă кỹнине çак цифрăсем те çирĕплетеççĕ: 2022 çулта кашни ĕнерен 6091-шер килограмм сĕт сунă, пĕтĕмпе вара 575 тонна паха продукци илнĕ. Продукци илесси унчченхи çулхинчен 112,7 процент ỹснĕ.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
10 марта 2023
13:27
Поделиться