Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Демографи, кадрсем тата ытти те

Демографи, кадрсем тата ытти те

ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕнче пурăнакансене медицина пулăшăвĕ парасси мĕнлерех пулса пырать? Ку тĕлĕшпе çитменлĕхсем çук-и?

Çак тата ытти ыйтусене çĕклерĕ Шăмăршă муниципалитет округĕн больницин тĕп врачĕ Ирина Смирнова 2022 çулхи ĕçе пĕтĕмлетекен анлă канашлура.

Хальхи вăхăтра муниципалитет округĕнчи сиплевпе профилактика учрежденийĕсенче 205 çын ĕçлет: 27 врач тата вăтам медицина пĕлĕвĕ илнĕ 107 медработник.

2022 çулта 5 врач тата 16 медицина сестри хăйсен ĕçри квалификацине ỹстернĕ. 4 врач чи пысăк квалификаци категорине (14,8.), 1 врач иккĕмĕш квалификаци категорине (39,2.) илнĕ.

Медицина сестрисем пирки калас пулсан, вĕсенчен 42-ĕшĕ чи пысăк квалификаци категорине (39,2.) илнĕ. 2 медицина сестри _ пĕрремĕш квалификаци категорине (1,9.), 3 сестра иккĕмĕш квалификаци категорине тивĕçнĕ. 3 врачпа 1 медицина сестрин «Тава тивĕçлĕ» ят пур.

2022 çул вĕçне 1 анестезиолог реаниматолог, 1 хирург, 1 педиатр, 1 терапевт ставки вакансире шутланнă. Иртнĕ çул участокри 2 терапевта ĕçе йышăннă, 2 врач ĕçрен тухнă.

_ Кадрсен дефицичĕ çивĕч тăнине шута илсе 2016-2022 çулсенче Чăваш патшалăх университечĕпе _ 10 договор, Шупашкарти медицина колледжĕпе 10 договор турăмăр, _ пĕлтерчĕ тĕп врач. _ Çак çынсем диплом илсен пирĕн больницăна ĕçлеме килĕç.

Граждансене тỹлевсĕр медицина пулăшăвĕ памалли патшалăх гарантине поликлиника (диагностикăпа лабораторисĕр пуçне) 94,7 процент, талăкĕпех ĕçлекен стационар _ 105,5 процент, кăнтăрлахи стационар 103,5 процент пурнăçланă.

2022 çулта сывлăха сыхлас ĕçĕн пĕрремĕш сыпăкне модернизацилемелли программăпа килĕшỹллĕн Анат Чаткас ялĕнче врач амбулаторийĕ туса хута янă (строительство хакĕ _ 21077,52 пин тенкĕ, 1460,37 пин тенкĕлĕх пурлăхпа техника тĕлĕшĕнчен тивĕçтернĕ).

Çавăн пекех муниципалитет округĕн тĕп больницинчи инфекци уйрăмне тĕпрен юсанă (15356,68 пин тенкĕлĕх). Хирурги уйрăмĕнче пушар сигнализацине юсани те, чỹречесене çĕннипе улăштарни те (2157,38 пин тенкĕлĕх) _ «Сывлăх» Наци программине пурнăçласа тунă ĕçсен шутĕнче. Çак программăпах Пăчăрлă Пашьел, Палтиел тата Карапай Шăмăршă врач амбулаторийĕнче 1181,24 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем тунă.

2022 çулта ятарлă техника йышне 2 «Лада Грант» автомобиль (2170,00 пин тенкĕлĕх) хутшăннă, больницăна ЭКГ монитор (283,58 пин тенкĕлĕх) уйăрса панă.

Чăваш Республикинчи сывлăха сыхлас ĕçĕн малтанхи сыпăкне модернизацилемелли программăпа 3 ЭКГ аппарат (283,58 пин тенкĕлĕх) тата дефибриллятор (183,45 пин тенкĕлĕх) илнĕ.

Докладчик малалла муниципалитет округĕнчи демографи ыйтăвĕ çинче чарăнса тăнă май, хăш-пĕр цифрăсене илсе кăтартар.

2022 çулта 87 ача, унчченхи çулхинчен 27 ача сахалрах çуралнă. Çулталăк тăрăшшĕнче тĕрлĕ сăлтавпа 218 çын (2021 çулта _ 276 çын) пурнăçран уйрăлнă.

Çынсем ытларах юн тымарĕсен системин чирĕпе (85 çын), нерв системин чирĕпе (38 çын), сывлав органĕсен чирĕпе (30 çын) вилнĕ. Коронавирус инфекцийĕ те 9 çынна пурнăçран уйăрнă.

2022 çулта 1 çын миокарда инфарктне, 8 çын инсульта пула вилсе кайнă. Çак кăтартусем унчченхи çулхинчен пĕчĕкрех.

Çакă та хытă шухăшлаттарать: 2022 çулта 2 çын этанолпа (суя эрехпе) наркăмăшланса, 1 çын урамра вăйлă шăнса, 4 çын аманса, 1 çын пырне хытă апат-çимĕç лартнипе, 1 çын шывра путса вилнĕ. Пурнăçран уйрăлнисенчен 36-ĕшĕ _ вăй-хал парса ĕçлеме пултаракан çынсем.

2021 çулхипе танлаштарсан, 35-44, 55-64, 65-74 çулсенчи тата 85 çулран аслăраххисем сахалрах вилнĕ. Çавăнпа пĕрлех 25-34 çулхисем хушшинче пурнăçран уйрăлнисем нумайланнă.

2022 çулта тин çуралнă ача тата ỹссе пыракан ача вилнĕ тĕслĕх пĕрре те пулман. Ача амăшĕ вилнĕ тĕслĕхе те регистрацилемен.

Муниципалитет округĕнче çитĕннисене сменăра 500 çын таран йышăнма пултаракан поликлиника, 5 врач амбулаторийĕ, 11 фельдшерпа акушер пункчĕ (ФАП) сиплеççĕ. Çулталăк тăрăшшĕнче талăкĕпех ĕçлекен стационартан 1458 пациент сывалса тухнă.

2023 çулхи задачăсем пирки каланă май, И.Смирнова муниципалитет окру- гĕнче демографи лару-тăрăвне лайăхлатас ыйту питĕ çивĕч тăнине палăртрĕ. Ача ытларах çуралсан, çынсем нумайрах пурăнсан медицина ĕçченĕсем те çав тери савăнаççĕ.

Строительство ĕçĕсене илсен, кăçал блокпа модуль котельнăйне, Ярăславпа Энтĕрьел ялĕсенче фельдшерпа акушер пункчĕ (ФАП) тумалла, Карапай Шăмăршă врач амбулаторине тĕпрен юсамалла, Шăмăршăри инфекци уйрăмĕ валли сĕтел-пукан, автомат пулăшнипе ĕçлекен биохими анализаторĕ, дезкамера, рентгенпленкăсене проявит тумалли ятарлă машина туянмалла.

Сывлăх ĕçченĕсен канашлăвне Шăмăршă муниципалитет округ пуçлăхĕн заместителĕн ĕçне туса пыракан Ирина Измукова тата «Чувашская МСК» АО генеральнăй директорĕ Елена Федорова хутшăнчĕç, 2022 çулхи ĕçе хак парса сăмах тухса каларĕç.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
10 марта 2023
13:30
Поделиться