Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шыв ыйтăвĕпе васкарах ĕçлемелле

Шыв ыйтăвĕпе васкарах ĕçлемелле

ÇАК КУНСЕНЧЕ Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕнче Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски тăрăхĕсене ĕçмелли таса шыв илсе çитерес ыйтупа анлă канашлу иртнĕ. Унта тĕп (генеральный) подряд организацийĕн представителĕ, «ПМК-8» АО тĕп инженерĕ Павел Михайлов тата субподряд организацийĕсен представителĕсем хутшăннă.

Канашлура Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски (ПШК) муниципалитет округĕнчи ушкăнлă (групповой) водоводăн V тата VI комплексĕсене хута ярас тĕлĕшпе васкавлăрах ĕçлемеллине палăртнă.

Пĕлсе тăма:
ПШК ушкăнлă водоводăн I, III тата IV комплекссĕсене 2022 çулта туса пĕтернĕ. V тата VI комплексене 2023 çул вĕçĕнче хута яма палăртнă. Халĕ VIII тата IX комплекссем валли проект докуменчĕсем хатĕрлес ĕç пырать. Объектăн тĕп (генеральный) подрядчикĕ «ПМК-8» АО.

V тата VI комплекссенчи шыв пăрăхĕсене Патăрьел муниципалитет округĕнчи 21 яла, VIII комплексри шыв пăрăхĕсене 7 яла, IX комплексри шыв пăрăхĕсене 5 яла çити хурса тухаççĕ.

«Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хăтлăхĕ» Наци проекчĕн «Таса шыв» федераци проекчĕ пирĕн тăрăхра 10 çул каялла чарăнса ларнă хыççăн çĕнĕрен ĕçлеме пуçларĕ. 2021 çулхи май уйăхĕнче Шăмăршă управĕн (водохранилище) шывĕ Патăрьел тăрăхĕнчи Сăкăт, Шăнкăртам тата Патăрьел ялĕсене çитнĕ. Çак шывпа 8 пин çын усă курма пуçланă.

Магистраль сечĕн пĕтĕмĕшле тăрăшшĕ - 300 километр ытла. Вăл пурĕ 74 яла ĕçмелли таса шыв илсе çитермелле.

Иртнĕ çул проекта пурнăçа кĕртме 663 миллион, çав шутра федераци бюджетĕнчен 617,6 миллион, тенкĕ уйăрнă. Çак укçапа водоводăн I, III тата IV пусковой комплексĕсенчи ĕçе вĕçленĕ. 2022 çулхи июнь уйăхĕнчен пуçласа V тата VI комплекссенче ĕç пырать.

Çакна палăртмалла: ялсене ĕçмелли таса шыв илсе çитерес ыйтупа патăрьелсем хыпăнса ỹксех ĕçлеççĕ, кашни эрнере тенĕ пекех канашлу ирттереççĕ. Пирĕн шутпа, шăмăршăсен те хĕл ыйхинчен вăранма вăхăт.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
27 февраля 2023
11:13
Поделиться