Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Наци проекчĕсем - халăх валли

Наци проекчĕсем - халăх валли

Наци проекчĕсем - халăх валлиĔЛĔКРЕХ _- колхозсем чĕрĕ-сывă чухне - ял ĕçченĕсем çулталăкра пĕрре отчетпа суйлав пухăвне пуçтарăнатчĕç. Пухура çăвара шыв сыпнă пек шăп-шăпăрт ларакансем те, вырăнтан хытă кăшкăрма юратакансем те пурччĕ. Кашни ялтах çаплаччĕ, çав шутра Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн ялĕсене пĕрлештернĕ Киров ячĕллĕ колхозра та пухусем шавлă иртнĕ.

Ял хавалĕ темелле-и, е урăхла каламалла-и - вăрман хĕрринчи çак икĕ ял мĕн ĕлĕкрен харсăрлăхпа палăрса тăнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăр вуннăмĕш çулĕсенче «предприниматель», «бизнес» сăмахсем пирĕн чĕлхене те кĕрейменччĕ-ха, карапайсемпе çĕнтăрăнсем вара Кавказ халăхĕ пек йăл! кулса та такмакласа аслă çул хĕрринче çĕр улми, пахча çимĕç, кăмпа, çырла, милĕк сутса тупăш куратчĕç. Çак маттурлăх паян та палăрать, аслă çулпа йывăр груз турттаракан автомашина водителĕсем ахальтен мар ĕнтĕ: «Карабаевские грибы - самые лучшие в России!» - тесе мухтаса каламан.

СĂМАХĂМА пуху пирки пуçларăм пулсан, тĕп шухăшран пăрăнам мар-ха. Çак кунсенче ялти Культура çуртĕнче муниципалитет округĕнчи территори уйрăмĕн (унчченхилле каласан - ял тăрăхĕн) отчетлă пухăвĕ пулса иртрĕ, унта 2022 çулта туса ирттернĕ ĕçсемпе тата 2023 çулхи тĕллевсемпе паллаштарса территори уйрăмĕн начальникĕ Вячеслав Яковлев доклад туса пачĕ.

Доклада пĕтĕмпех илсе кăтартас тĕллев çук ман, çапах та территори уйрăмĕнче çĕр-шывăн Наци проекчĕсем мĕнле пурнăçланса пынине каласа хăвармаллах.

Демографи. Икĕ ялти 501 çуртра 2023 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 1294 çын пурăннă. 2022 çулта икĕ ялĕпе 6 ача çеç (2021 çулта - 9) çурални пăшăрхантармасăр тăма пултараймасть. Тĕрлĕ сăлтавпа 36 çын вилнĕ (2021 çулта - 27). Икĕ ялтан 30 çын чакнă (естественная убыль).

Çулталăкра 7 туй кĕрленĕ, 2 çемье арканнă.

Округ территорийĕнче вăтам шкул ĕçлет, унта 119 ача вĕренет. Шкула кайма хатĕрленекенни 48 ача шутланать, вĕсенчен 41-ĕшĕ «Василек» ача садне çỹрет.

Ял хуçалăхĕ. Округри территори уйрăмĕнче килти хушма хуçалăхсемсĕр пуçне 5 фермер (хресчен) хуçалăхĕ ĕçлет.

Фермерсем 2022 çулта 1073,3 тонна сĕт, 62,8 тонна аш-какай туса илнĕ. Вĕсем 454 пуç мăйракаллă шултра выльăх (çав шутра - сăвăнакан 176 пуç ĕне), 2 пуç лаша, йышлă кайăк-кĕшĕк усраççĕ.

Килти хушма хуçалăхсемпе фермерсем пĕрле 241 тонна аш-какай, 2125,9 тонна сĕт, 415,1 пин штук çăмарта туса илнĕ.

Строительство. 2022 çулта территори уйрăмĕнче тирпей-илем енĕпе нумай ĕç тунă. Пуçару бюджечĕн укçипе - пурĕ 1163,55 пин тенкĕлĕх - виçĕ проекта пурнăçа кĕртнĕ.

Вĕсем çаксем:
- Çĕнĕ Тăрăн ялĕнчи Чапаев урамĕнче (94-мĕш çуртран пуçласа 102-мĕш çуртчен) çул юсанă, пурĕ 539,494 пин тенкĕлĕх ĕç тунă;
- Карапай Шăмăршă ялĕнчи Калинин урамĕнче (39-мĕш çуртран тытăнса 45-мĕш çурт таран) çул юсанă, çак ĕç валли 290,758 пин тенкĕ тăкакланă;
- Карапай Шăмăршăри Калинин урамĕнче Çĕрпỹ-Ульяновск автоçултан пăрăнса кĕмелли çула юсанă, пурĕ 333,298 пин тенкĕпе усă курнă.

Хĕллехи вăхăтра çулсене юртан тасатса тăма, çулла çул хĕрринчи хыт-хурана çулма А.В.Денисов фермерпа килĕшỹ тунă.

10,6 километр çул валли паспорт хатĕрленĕ, пурĕ 86 пин тенкĕлĕх ĕç тунă.

Тирпей-илемшĕн тăрăшса, йăлари хытă каяш- сем валли 11 площадка вырнаçтарнă. Кашни эрнерех - ытларикунпа эрнекун - çỹп-çапа свалкăна турттарса каяççĕ.

Культура. 2022 çулта Карапай Шăмăршăри Культура çурчĕн 6 чỹречине çĕннисемпе улăштарнă, çак ĕç валли федераци бюджетĕнчен 136,2 пин, республика бюджетĕнчен - 1,4 пин, вырăнти бюджетран - 1,4 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Ку ĕçсĕр пуçне тата 3 чỹрече валли те укçа-тенкĕ тупнă: республика бюджечĕ 34860 тенкĕ укçа уйăрса панă.

Граждансен пухăвĕн ĕçне Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Александр Чамеев тата ытти яваплă çынсем хутшăнчĕç. Хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен халăха каласа пачĕç, ыйтусем çине хуравларĕç.

Пухăва пуçтарăннисене ялти Культура çурчĕ çумĕнчи илемлĕ пултарулăх коллективĕ чунтан тăрăшса хатĕрленĕ концерт программипе савăнтарчĕ.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
27 февраля 2023
11:15
Поделиться