Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вейп, электрон сигарет

Вейп, электрон сигарет

Юлашки çулсенче республикăра пирус туртакансен хисепĕ чакса пырать. Пирус сывлăха пысăк сиен кỹнине ăнланакан, паллах, туртма пăрахмашкăн йышăну тăвать.

Çак пулăм табак туса кăларакан компанисен тупăшне чакаратех. Тавар тупăшне çухатас мар тесе, асăннă тĕрлĕ электрон сигарет, вейп хатĕрлесе кăларма пуçларĕç. Туртакансене явăçтарас тĕллевпе компанисем электрон сигарет, вейп сиенсĕр, вĕсем пирусран сивĕтеççĕ тесе суя реклама сараççĕ. Уйрăмах çамрăксене, хĕрсене те, илĕртес тесе электрон сигаретсен шĕвекĕсене тутлă шăршăллă хутăшсем хушаççĕ. Ахальтен мар, урамсенче арçынсем те, хĕрарăмсем те, çамрăксем те, çул çитмен ачасем те вейп туртнине час-часах асăрхатпăр.

Электрон сигарет сывлăхшăн сиенлĕ мар, вăл туртма пăрахмашкăн пулăшать тенине ĕненетех çав этемлĕхĕн пысăк пайĕ. Вĕсем сывлăха сиен кỹнине ăнланасшăнах мар хăшĕ-пĕри.

Çак туртмалли хатĕрсене халерех сутлăха кăларнине пула наука тĕпчевĕсем сахалтарах, çапах та чылай çĕр-шыв ученăйĕсем электрон сигарет, вейп, пирус пекех, çын сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратнине çирĕплетеççĕ.

Электрон сигаретсем валли кăларакан шĕвеке глицерин, пропиленгликоль, никотин тата ароматизаторсем хушаççĕ. Шĕвеке мĕнле япаласем тата вĕсене мĕнле виçепе хушнине пĕлме май çук: вĕсене туса кăларакансем хăйсене май йĕркелеççĕ.

Никотин - пирусри те, электрон сигарет шĕвекĕнчи те - пĕр пекех сиен кỹрет. Çавăнпах никотина хăнăхнă çын электрон сигарета туртса ниепле те унран хăпаймасть. Çын организмĕ çав-çавах никотин ыйтма пуçлать. Малтан пирус туртни те, пĕрремĕш хут электрон сигарет туртаканни те никотин серепине çакланаççĕ.

«Йỹçĕ» тĕрĕслĕх çинчен асра тытмалла: электрон сигарет туртни чĕре, ỹпке чирĕсем аталанассине икĕ хут ỹстерет, çыннăн клеткинчи ДНК-на сиенлесе тĕрлĕ мутаци патне илсе çитерет. Çавна пула сывă мар ачасем çуралма пултараççĕ.

Электрон сигарет, вейп хатĕрлекен компанисен рекламине ĕненмелле мар. Вĕсен пĕр тĕллев - пысăк тупăш илесси. Кирек мĕнле сигарет та сиенлĕ. Кашнин сывлăхĕ - хăйĕн аллинче. Ĕмĕре кĕскетес мар тесен, сиенлĕ йăларан хăтăлмалла.

Никотин пур продукципе усă курассине хирĕç кĕрешессинче «Демографи» наци проекчĕ тăрăх «Электрон сигаретсем тата вĕсем мĕн пытараççĕ» коммуникаци кампанийĕ вăя кĕрсе пырать. Ун тĕллевĕ - вейп йышши туртмалли хатĕрсем организма еплерех сиен кỹнине ăша хывасси. Сăмах май, Раççей Федерацийĕн Правительстви 2021 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнче 1151-р № распоряженипе план йĕркеленĕ. Ун тăрăх, Раççей Федерацийĕнче 2035 çулччен тата малашне те табак тата никотин пур продукципе усă курассине хирĕçлекен патшалăх политикине пурнăçламалли Концепципе килĕшỹллĕн ирттермелли мероприятисене палăртнă. Çак мероприятисем туртакансене хăйсен сывлăхĕ çине тимлĕх уйăрма витĕм кỹрессе шанас килет.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
17 февраля 2023
11:43
Поделиться