Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Урă пурнăç - сывă халăх

Урă пурнăç - сывă халăх

Республика Правительствин Çуртĕнче иртнĕ канашлура халăхра спирт продукцийĕпе сиенленни çинчен ыйту пăхса тухнă.

Çулсерен 160-тан пуçласа 290 çын таран алкогольпе наркăмăшланса вилнĕ тĕслĕхе шута илеççĕ. Уйрăмах çамрăксем эрех-сăрапа наркăмăшланни шутлаттарать. 2022 çулта вĕсем «симĕс çĕленпе» сиенленни 2 процент ỹснĕ.

- Алкоголе пула пурнăçран уйрăлса кайнă çынсен кашни тĕслĕхне тĕплĕн тишкермелле, мĕнле сăлтава пула вăл вилĕм патне çитернине уçса памалла, - тет Чăваш Республикин Ертỹçи Олег Николаев. - Ку тĕлĕшпе халăхра профилактика ирттерессине, алкоголь продукцине республикăра мĕнле, кама сутнине контрольлесе тăрассине çирĕп пăхăнмалла.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ кăçалхи мартăн 15-мĕшĕччен ЧР 2005 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнче кăларнă «Чăваш Республикин территорийĕнче этил спирчĕ, алкогольтен тата спиртран тунă продукцие туса илессине тата сутассине патшалăх тĕлĕшĕнчен йĕркелесе тăрасси çинчен» Законне улшăнусем кĕртме сĕннĕ.

Кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕччен муниципалитетсене вăрттăн алкоголь продукцийĕ сутакан точкăсене, ỹсĕрле обществăлла йĕркелĕхе пăснă тата преступлени тунă тĕслĕхсене шута илме сĕннĕ. Çак тапхăрччен килти условире алкоголь продукцийĕ хатĕрлемелли (ханша юхтармалли) технологи аппарачĕсене рекламăлакан баннерсене пĕтерме хушнă.

РФ Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Ен урăлăх рейтингĕнче 22-вырăн йышăнать.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов каланă тăрăх, 2017 çултан пуçласа 2020 çулччен эрех-сăрапа наркăмăшланасси 36 процент (100 пин çын пуçне - 75,6-ран 49,1 таран) чакнă. Пандемие пула тата мероприятисене сахалтарах ирттернипе 2021 çулта алкогольпе сиенленесси çĕнĕрен 13 процент (100 пин çын пуçне - 55,8 процент) ỹснĕ. 2022 çулта кăтарту 2020 çулхипе танлашнă.

Олег Николаевич ĕçке хирĕç кĕрешессинче ведомствăсен профилактика ĕçне вăйлатмаллине, ачасемпе çамрăксем хушшинче сывă пурнăç йĕркине сарас тĕлĕшпе пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртнă. <b<«Сывлăх сыхлавĕ»="" наци="" проекчĕ<="" b="">çакăн пек чухне çеç пурнăçа кĕрĕ.</b<«Сывлăх>



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
17 февраля 2023
11:33
Поделиться