Телефон инкек ан кỹтĕр!
Çултан-çул граждансене телефонпа улталаса укçа илесси (телефонное мошенничество) нумайланать. Çынсене хăйсен енне çавăрса вĕсенчен укçа-тенкĕ сăптăрмалли мелсем кăткăсланса та нумайланса пыраççĕ. СМСпа пире темле сведени те килет: банк карттин пароль срокĕ тухнă е карттăна блокировка тунă, телефон хуçи пысăк сумма выляса илнĕ е унăн çывăх çынни аварие лекнĕ... Шăнкăравлакансем - «пысăк должноçри» çынсем. Вĕсем: «банк хăрушсăрлăхĕн службин» представителĕсем, «полици» «ĕçченĕсем» т.ыт.те. Çак «ырă» çынсем граждансенчен банк карттин сведенийĕсене ыйтаççĕ, палăртнă счет çине укçа куçарма «сĕнеççĕ», аккаунта кĕмелли ссылкăна «çĕнетмешкĕн» «канаш» параççĕ, ятарлă номер çине СМС яма е шăнкăравлама хушаççĕ. Мошенниксем, ытларах банк хăрушсăрлăхĕн службин ĕçченĕсем пек пулса, телефон хуçине ун ячĕпе такам кредит илме хатĕрленнине е полици ĕçченĕсем пек пулса банка хывнă укçана хăрушлăхсăр счет çине куçарма питĕ «кирлĕ» сĕнỹ параççĕ.
Асра тытмалла, мошенниксем - питĕ вăйлă психологсем. Вĕсем граждансен йĕркелĕхĕпе, ĕненỹлĕхĕпе, айванлăхĕпе усă курса такама та ултав серепине туртса кĕме пултараççĕ. Чи тĕрĕсси - палламан номертен килекен шăнкăрав çине хурав пама тăхтани е, телефона тытнă пулсан, калаçăва хăвăрт вĕçлени, харпăр-хăйне лăпкăн тытни, ку е вăл «сĕнỹ» пирки çывăх çынсемпе калаçма шутлани çинчен пĕлтерни. Çакă усал шухăшлă çынсенчен пăрăнма, тỹрлетейми йăнăш туса хурассинчен хăтăлма пулăшĕ.
Телефон мошенникĕсенчен ватă е пĕччен пурăнакан çынсен уйрăмах асăрхануллă пулмалла.
Р.Заббаров,
полицин Шăмăршă муниципалитет округĕн пай начальникĕ.