Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Мĕншĕн каяс Сочие - Шăмăршă кĕтет сире!

Мĕншĕн каяс Сочие - Шăмăршă кĕтет сире!

СЫВЛĂХРАН хакли урăх нимĕн те çук. Çакна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырура та уçăмлăн палăртнă, халăх сывлăхне çирĕплетме, çынсене санаторисенче сипленме майсем туса памалли çинчен каланă.

Вăрманлă, улăх-çаранлă, тăрна куçĕ пек тăрă шыв юхса выртакан çырмаллă Шăмăршă тăрăхĕнче республика пĕлтерĕшлĕ кану вырăнĕсем тăвасси пирки тахçанах сăмах пырать. Халĕ тинех «пăр тапранать» пулмалла: февралĕн 2-мĕшĕнче Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Александр Чамеев шăпах çак ыйтупа ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Ун ĕçне Чăваш Республикин Сывлăха сыхлас ĕç министерствинчи «Врачсене çĕнĕлле ĕçлеме вĕрентесси» институтăн ертсе пыракан наука сотрудникĕ Николай Сурков, Шăмăршă муниципалитет округĕн тĕп врачĕ Ирина Смирнова, социаллă аталану пайĕн тĕп специалисчĕ Альберт Мухарямов хутшăннă.

Канашлура Шăмăршă муниципалитет округĕн пĕр пайĕнче сиплевпе сывату вырăнĕ е республика шайĕнчи курорт туса хурас ыйтăва сỹтсе явнă, ку тĕлĕшпе ĕç ушкăнĕ йĕркелеме йышăннă. Çавăн пекех биоклимат паспортне те туса хатĕрлемелле, санаторипе курорт комплексĕ валли уйрăм çынсен инвестицине анлăн явăçтармалла.

Çынсем Шăмăршă муниципалитет округне канма çеç мар, тĕрлĕ чиртен сывалас тĕллевпе те килччĕр. Çак ыйту медицина пулăшăвĕ парас ĕçе тĕпрен лайăхлатма хушать. Санаторипе курорт комплексĕнче ĕçлеме пысăк квалификациллĕ врачсемпе медицина сестрисем хатĕрлемелле.

Ĕç вырăнĕсем тата тупăнаççĕ: апат пĕçерсе хатĕрлекенсем, тирпей-илем тăвакансем, культурăпа кану ĕçне йĕркелекенсем тата ыттисем те кирлĕ пулаççĕ.

Канма тата сипленме килекенсем валли экскурси йĕркелеме те услови туса памалла. Чăн малтан, муниципалитет округĕнчи çулсене тĕпрен юсамалла, уйрăмах «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕн территорийĕнчи çула лайăхлатас ыйту çивĕч тăрать. Ку ĕçе Мускав тата Шупашкар кирлĕ чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрмасăр татса параймăпăр.

Канашлу хыççăн ĕçлĕ ушкăн Палтиел тата Карапай Шăмăршă территори уйрăмĕсене çитсе курнă. Санаторипе курорт комплексне хăш вырăнта тăвас ыйтупа малалла та ĕç пырĕ.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
10 февраля 2023
11:09
Поделиться