Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Сухан йỹççи куçа кĕрет-ши е укçа тума камсенчен вĕренмелле?

Сухан йỹççи куçа кĕрет-ши е укçа тума камсенчен вĕренмелле?

ЮЛАШКИ çулсенче эпир лавккасенче хамăр республикăра туса илнĕ апат-çимĕç продукчĕсене курма хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Чăваш Ен продукцийĕ ытти регионтан илсе килнинчен нихăш енĕпе те кая мар. Чылай чухне пахалăхĕ лайăхрах та. Россельхознадзорăн Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕн Управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи январь уйăхĕнче Чăваш Ен, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, ỹсен- тăран продукцине экспорта 1,7 хут ытларах ăсатнă.

Мĕн сутать-ха урăх çĕр-шывсене пирĕн республика?

Унчченхи пекех, Чăваш Енре çитĕнтернĕ севок сухана туянакансем пур. Январь уйăхĕнче ăна Беларусь Республикине 120 тонна сутнă. Кунсăр пуçне, Европа союзне кĕрекен çĕр-шывсене 264 тонна йĕтĕнпе çу паракан кăшман вăрлăхне ăсатнă. Йывăçран тунă япаласене экспорта ăсатасси те 4,5 хут ỹснĕ. Январьте Узбекистан Чăваш Енре туса кăларнă 10507 штук йывăç алăк туяннă.

Шел те, экспорта продукци ăсатакансен списокĕнче пирĕн Шăмăршă муниципалитет округĕнчи хуçалăхсем çук. Пирĕн фермерсем севок сухан та, йĕтĕнпе çу паракан кăшман (редька масличная) вăрлăхне те сутма вĕренсе çитеймерĕç. Çав вăхăтрах кỹршĕллĕ Патăрьелпе Елчĕк муниципалитет округĕсем Беларусь Республикипе тахçанах çывăхланнă, севок сухан ăсатса пайтах тупăш кураççĕ.

Мĕн чăрмантарать-ха пире экспорт çулĕ çине тухма? Ял хуçалăх ĕçĕн ветеранĕ, нумай çул хушши агрономра тăрăшнă Вадим Севрюгин каланă тăрăх, эпир суту-илỹ тума пĕлместпĕр, çынсенчен вĕренессишĕн те тăрăшмастпăр. Севок суханпа ытти пахча çимĕçе Раççейĕн ытти регионĕнче те вырнаçтарма пулать, анчах ку тĕлĕшпе ĕçлеместпĕр. Ĕлĕкхиллех тырăпа çĕр улми çеç çитĕнтернипе нумай мала каяймăпăр.

Муниципалитет округĕнче продукцие вырăнта тирпейлекен предприяти çукки те, хатĕрлев ĕçне йĕркелесе ярайманни те ура хураççĕ.

Юлашки икĕ çул хушшинче патшалăх килти хушма хуçалăха аталантаракансене (самозанятые) сисĕмлех пулăшса пырать. Аш-какай, сĕт, çĕр улми, пахча çимĕç туса илме укçа-тенкĕпе те хавхалантарать. Чăвашпотребсоюз харпăр-хăй ĕçне йĕркеленисенчен продукци туянса вĕсен пахалăхне тĕрĕслет, ун хыççăн шкул столовăйĕнче усă курма парать.

Пирĕн муниципалитет округĕнче те кỹршĕсенчен вĕренсе шкулсемпе ача сачĕсене хамăр патăмăрта туса илнĕ продукципе туллин тивĕçтерессишĕн тăрăшмалла.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
08 февраля 2023
11:58
Поделиться