Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чăваш театрĕ - 105 çулта

Чăваш театрĕ - 105 çулта

ЯНВАРĔН 27-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ 105 çул тултарнине паллă турĕ. Çак вăрăм тапхăрта вăл халăх чун-чĕререн юратакан театр пулса тăнă.

1918 çулта Хусан хулинче А.Островский пьеси тăрăх лартнă «Хăв пурăнас килнĕ пек ан пурăн» спектакльтен пуçласа унăн кун-çул страницисем çырăнма тытăннă.

Театр ĕçченĕсене юбилей ячĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ăшшăн саламланă, театр чăваш халăхĕн илемлĕ йăли-йĕркине, наци культурин пуянлăхне упраса хăварас тата аталантарас тĕлĕшпе вышкайсăр пысăк ĕç тунине палăртнă.

Театрăн пĕрремĕш режиссерĕ И.С.Максимов- Кошкинский пулнă пулсан, эпир - шăмăршăсем - çак тĕлĕнмелле хастар коллектива 1979 çултанпа пирĕн пултаруллă ентеш, СССР халăх артисчĕ В.Н.Яковлев ертсе пынипе тивĕçлипе мухтанатпăр.

Çак театрта тĕрлĕ çулта Чăваш халăх артисчĕсем Вячеслав Кудряшов (Çĕнĕ Шăмăршă), Николай Корчаков (Асанкасси), Геннадий Большаков (Хĕрлĕ Васан паççулкки) ĕçленĕ, паян та пирĕн ентешсем чи пултаруллă артистсен йышĕнче. Ирина Верьялова, Александра Зайцева, Светлана Корчакова, Евгений Урдюков, Оксана Драгунова, Светлана Захарова, Николай Сергеев тата ыттисем сцена çинчи ăсталăхпа куракансен чĕрисене тыткăнлаççĕ. Эпир вĕсемпе мухтанатпăр, вĕсем чăваш халăхĕн чи маттур ывăл-хĕрĕ пулнишĕн чунтан савăнатпăр.

Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Александр Чамеев театрăн илемлĕх ертỹçине, СССР халăх артистне, пирĕн енчи Виçпỹрт Шăмăршăра çуралса ỹснĕ Валерий Николаевич Яковлева театр юбилейĕ ячĕпе чунтан-чĕререн саламланă, пултарулăх ĕçĕнче çĕнĕ çитĕнỹсем тума ырлăх-сывлăх суннă. Çак тăватă йĕрке те - Александр Васильевич саламĕнчен:

Театр - 105-ре!
«Ватă» - теес килмест сире.
Чăвашшăн - чăн çутă ахах,
Хастар пулсамăр яланах!

Ив.АНАТКАС.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
03 февраля 2023
09:44
Поделиться