Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ĕç шыракан сахал мар

Ĕç шыракан сахал мар

Çулталăк пуçланнăранпа Шăмăршă муниципалитет округĕн ĕçпе тивĕçтерекен центрне ĕç шыраса 14 граждан пынă. Январĕн 23-мĕшĕ тĕлне муниципалитет округĕн ĕçсĕр 58 гражданинне регистрациленĕ. Вĕсенчен 16-шĕ - пенси çулне çывхаракансем.

Регистраци витĕр тухнă ĕçсĕр çынсен шайĕ ĕçлекен граждансен хисепĕн 1,0 проценчĕпе тан- лашать.

Ĕçлекенсене ыйтнă хисеп - 222 единица.

Пĕр ваканси пуçне ĕçсĕр граждансен хисепĕ 0,26 единица шутланать.

С.КУЗЬМИН.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
27 января 2023
13:14
Поделиться