Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

«МедиаВзлет» фестиваль

«МедиаВзлет» фестиваль

ТЕЛЕЙЛĔ АЧАЛĂХ çулталăкĕнче пирĕн республикăра ача-пăчапа çамрăксен медиапроекчĕсен регионсем хушшинчи «МедиаВзлет» фестивалĕ иртет.

Фестиваль тĕллевĕ - ача-пăчапа çамрăксен чи лайăх журналистика ĕçĕсене хатĕрлеме май туса парасси. Çавăн пекех пуçласа çыракан корреспондентсемпе блогерсем хăйсен професси ăсталăхĕпе цифра компентецине те ỹстерме пултараççĕ. Фестиваль умĕн медиапроектсене суйласа илеççĕ.

«МедиаВзлет» фестиваль пире пултаруллă ача- сене тупса палăртма, вĕсене пĕр çĕре пĕрлештерсе пĕр-пĕрин опычĕпе паллаштарма пулăшĕ», - тет Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕн, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Степанов.

Конкурса 9 çултан пуçласа 17 çула çитичченхи авторсемпе авторсен коллективĕсем - шкулсенчи медиацентрсен, хаçатсен, радио-телестудисен редакцийĕсем хутшăнма пултараççĕ. Заявкăна медиавзлет.РФ сайтра памалла. Вырăс тата чăваш чĕлхипе çырнă ĕçсене - вĕсене массăллă информаци хатĕрĕсенче, Интернетра тата социаллă сетьсенче 2022 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2023 çулхи мартăн 16-мĕшĕччен вырнаçтарнă пулсан - йышăнаççĕ.

Эксперт жюри 7 номинаципе чи лайăх ĕçсене суйласа илет. Çĕнтерỹçĕсене Дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чыслĕç.

А.АЛЕКСАНДРОВА.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
27 января 2023
13:07
Поделиться