Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кивчукалсен библиотеки _ чи лайăххи

Кивчукалсен библиотеки _ чи лайăххи

Муни ципалитет округĕсен культура учрежденийĕсен республика шайĕнчи конкурсне пĕтĕмлетнĕ.

«Чи лайăх ял библиотеки» номинацире Шăмăршă муниципалитет округĕн «Централизациленĕ библиотека системи» муниципалитет бюджет культура учрежденийĕн Кивĕ Чукал ял библиотеки (заведующийĕ - Т.Чамеева) çĕнтернĕ.

Кивĕ Чукал ял библиотеки информаци тата библиотека тивĕçтерĕвĕпе çине тăрса ĕçлет: социаллă сетьсенче уйрăм страницăсем йĕркелет, электрон презентацисемпе видеороликсем хатĕрлет. Муниципалитет округĕн-че çеç мар, республика, регионсем хушшинчи, Пĕтĕм Раççейри конкурссенче хастарлăх кăтартать. Çак шайсенче çĕнтернине тата призер пулнине сертификатпа Тав çырăвĕсем, дипломсемпе грамотăсем çирĕплетеççĕ.

Библиотека ĕçĕн аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн кивчукалсен библиотека учрежденине Сăр тата Хусан хутлăхĕн хỹтĕлев чиккисене тунăранпа 80 çул çитнине асăнса кăларнă медальпе наградăланă. Библиотекăн маттур та пултаруллă ертỹçине Татьяна Чамеевăна пысăк çĕнтерỹпе саламланă май малашне те ỹсĕм картлашкипе çỹлтен-çỹле улăхма çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хăват, сỹнми хавхаланупа пуçарулăх сунатпăр.

З.Свеклова.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
27 января 2023
13:12
Поделиться