Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ачасăр ял - шăпчăксăр вăрман пекех

Ачасăр ял - шăпчăксăр вăрман пекех

«Ача сахал çуралать, çапла вара муниципалитет округĕнче çын йышĕ чаксах пырать», - çакăн пек каланине илтетĕн те, чун ыратса каять. Ялсем ватăлаççĕ, пушă çуртсем нумайланаççĕ, çамрăксем вара хуланалла туртăнаççĕ. Малашне те паянхи пек лару-тăру пулсан мĕн патне пырса тухăпăр? Хулари пек илемлĕ шкулсенче кама вĕрентĕпĕр, пур енчен те хăтлă ача сачĕсене кам çỹрĕ?

Акă 2022 çулта муниципалитет округĕнче 60 ача çуралнă. Виçĕм çулчченхи - 25 ача сахалрах. Уйрăммăн илсен, Кивĕ Чукалпа Чукал ял тăрăхĕсенче пурĕ те ... пĕрер ача çут тĕнчене килнĕ. Çав вăхăтрах çак икĕ ял тăрăхĕнче тăхăршар çын пурнăçран уйрăлса кайнă.

Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхне кĕрекен икĕ ялта - 4 ача, Васан ял тăрăхĕнчи виçĕ ялта - 5 ача, Кара- пай Шăмăршă ял тăрăхĕнчи икĕ ялта - 6 ача, Палтиел ял тăрăхĕнчи икĕ ялта - 5 ача, Анат Чаткас ял тăрăхĕнчи тăватă ялта 7 ача çуралнипе те савăнмаллиех çук. Пăчăрлă Пашьелпе Асанкассинче тăваттăн çуралнă пулсан, 19 çын вилнĕ. Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăнта ултă ача çуралнă, тĕрлĕ сăлтавпа 36 çын пурнăçран уйрăлнă. Палтиелпе Патирекре пилĕк «çĕнĕ кайăк» килнĕ, 30 çын «леш тĕнчене» ăсаннă...

Кивĕ Чукалпа Чукал ялĕсен шăпи те хытă пăшăрхантарать. Çĕнĕ Чукал, Вырăс Чукал тата Улмаллă ялĕсенче пĕлтĕр пĕр ача çуралнă, çав вăхăтрах 9 çын вилнĕ. Кивĕ Чукалта та çак цифрăсемех: пĕр ача çуралнă, 9 çын пурнăçран уйрăлнă.

Ытти çулсенче эпир Шăмăршă ял тăрăхне ырă тĕслĕх вырăнне илеттĕмĕр. Кунта ялĕ те, çынни те нумайрах вĕт-ха. Пĕлтĕр вара пурĕ те 21 ача çеç çуралнă, çак кăтарту унчченхи çулхинчен çут тĕнчене 16 ача сахалрах килнине пĕлтерет.

Шăмăршă ял тăрăхĕнче иртнĕ çул 13 туй кĕрленĕ, 23 мăшăр уйрăлнă. Çемье пурнăçĕ арканнипе шăмăршăсем республикипех «чапа» тухнă. Кивĕ Чукалта та 6 мăшăр пĕрлешнĕ, иккĕшĕ уйрăласси çинчен пĕлтернĕ.

Муниципалитет округĕпе пĕлтĕр 46 туй пулнă, 32 мăшăр вара уйрăлса кайнă.

Пĕтетпĕр вĕт, куç умĕнчех Шăмăршă муниципалитет округĕ хавшаса-катăлса пырать! Тепĕр çичĕ çултан Кивĕ Чукалта тата Чукалта пĕрремĕш класа пĕрер ача çеç кайĕç. Сахал ачаллă шкулсем упранса юлĕç-ши? Çĕр-шыва аталантарасси пирки калаçатпăр пулсан, уй-хирте, фермăра, фабрикăсемпе заводсенче ĕçлеме ют патшалăхсенчен çынсем чĕнсе илĕпĕр-ши?

Çак ыйтусем паянах, халех хурлăхлă чан çапма хушаççĕ!

Ив.САЛАНДАЕВ.



27 января 2023
13:09
Поделиться