Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Водитель, çула тухма хатĕр-и?

Водитель, çула тухма хатĕр-и?

Хĕллехи çанталăк улшăнса тăнă май çул-йĕр пăрлакланать, вăхăтра тасатса тăманнипе вĕсем транспортпа çула тухма çав тери пысăк чăрмавсем кăларса тăратаççĕ. Çитменнине, хĕрĕнкĕ пуçпа руль умне ларни те инкек-синкек патне илсе çитерет. Авари тĕслĕхĕсем республикăра çав-çавах нумай.

Çакна шута илсе, Чăваш Енĕн ГИБДД ĕçченĕсем 2023 çулхи январĕн 1-8-мĕшĕсенче руль умне ỹсĕр пуçпа ларнă 88 водителе тытса чарнă. Шăпах çак тапхăрта 13 аварие шута илнĕ. Питĕ шел, вĕсенче 2 çын пурнăçран уйрăлнă, 28-шĕ (вĕсенчен 6-шĕ - 16 çулчченхи ачасем) аманнă.

Пуриншĕн те паллă, çул çине ĕçкĕллĕ тухакан водитель тимлĕхĕ чакать. Çакă хăйшĕн те, пассажирсемшĕн те - пысăк хăрушлăх. Ахальтен мар, çул-йĕр çинчи инкексем ытларах ỹсĕр шоферсене пула сиксе тухаççĕ.

ГИБДД ĕçченĕсем кăçалхи январĕн 27-29-мĕшĕсенче те республика территорийĕнче «Ỹсĕр водитель» черетлĕ рейд ирттерме палăртнă. Паян вара, январĕн 20-мĕшĕнче, Чăваш Енĕмĕрте «Автобус» рейд пырать.

Рейд - рейдпах. Çуран çỹрекенĕн те, руль умне лараканăн та çул-йĕр правилисене çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те, кирек мĕнле çанталăкра çирĕп пăхăнмалла. Çула тухаканăн эрех-сăра пачах ĕçмелле мар.

А.Мальцев,
РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи «Батыревский» уйрăмĕн ГИБДД пайĕн начальникĕ.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
23 января 2023
09:50
Поделиться