Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Умра - регион олимпиадисем

Умра - регион олимпиадисем

ПĔТĔМ Раççейри предмет олимпиадисен муниципалитет тапхăрĕ вĕçленчĕ. Вăл Раççей Федерацийĕн Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерствин 2022 çулхи февралĕн 14-мĕшĕнче кăларнă 73№ приказĕпе тата Шăмăршă район администрацийĕн вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн 2022 çулхи октябрĕн 26-мĕшĕнче кăларнă 124№ приказĕпе килĕшỹллĕн иртрĕ.

Районĕпе (муниципалитет округĕпе) пурĕ 618 вĕренекен тĕрлĕ предметпа хăйĕн пĕлĕвне тĕрĕслерĕ. Вĕсенчен 112-ĕн çĕнтерỹçĕсемпе призерсен йышне лекрĕ. Шăмăршă, Карапай Шăмăршă, Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕсен вĕренекенĕсем чи пысăк балл пухма пултарчĕç.

Регион шайĕнчи олимпиадăсене Шăмăршă муниципалитет округĕнчи 43 ача хутшăнать. Пурне те ăс-хакăл тупăшăвĕнче ăнăçу сунатпăр.

Е.Федорова,
муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ИНЦ заведующийĕ.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
23 января 2023
09:45
Поделиться