Пăр е подрядчик: хăшĕ вăйлăрах?
ШĂМĂРШĂ муниципалитет округне çулсем япăхнишĕн çулла та, хĕлле те ят тивет. Çулла çул шăтăк-путăклă пулнишĕн пăшăрханатпăр, хĕл ларсан çак çул пăрпа витĕнсе катока çаврăнчĕ. Çул çинче авари пулнă тĕслĕх те нумай.
Çынсем, уйрăмах водительсем, муниципалитет округĕн ертỹçинчен çирĕп мера йышăнма ыйтаççĕ. Çул çинчи çитменлĕхсем çинчен «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат та пĕрре кăна çырман.
Çакăн пек кăткăс лару-тăру, паллах, муниципалитет округĕн çĕнĕ пуçлăхне Александр Чамеева хытă пăшăрхантарать. Çак кунсенче Александр Васильевич строительствăпа ЖКХ пайĕн начальникĕн тивĕçне туса пыракан Андрей Кокуркинпа пĕрле автомобиль çулĕсене Дмитрий Сапруков подрядчик мĕнле пăхса-тасатса тăнине тепĕр хут тĕрĕслесе тухнă.
Тĕрĕслỹ вăхăтĕнче курнă çитменлĕхсем пирки подрядчика предписани панă, çулсем çине хăйăрпа тăвар хутăшĕ сапас, колеясене пĕтерес тĕлĕшпе хытă асăрхаттарса каланă.
С.ИВАНОВ.