Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чи пултаруллисене хавхалантарма

Чи пултаруллисене хавхалантарма

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Пуçлăхĕ О.Николаев 2023 çулхи январĕн 11-мĕшĕнче творчество ĕçĕнче уйрăмах пысăк çитĕнỹсем тунăшăн пултаруллă çамрăксене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тỹлесси çинчен Йышăну кăларнă. Унпа килĕшỹллĕн, стипендиатсем 2023 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 31-мĕшĕччен уйăхсерен 2500-шер тенкĕ стипенди илсе тăрĕç.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине 2023 çулта Шăмăршă муниципалитет округĕнчен çаксем илĕç:

Николай Васильевич Ефимов, Шăмăршă вăтам шкулĕнче вĕренекен;

Дарья Александровна Копылова, Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнче вĕренекен;

Александра Владимировна Кудряшова, Шăмăршă вăтам шкулĕнче вĕренекен;

Анастасия Александровна Ларионова, Шăмăршă вăтам шкулĕнче вĕренекен;

Павел Игоревич Поляков, Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнче вĕренекен;

Карина Николаевна Савельева, Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнче вĕренекен;

Ильвир Ильгизович Тепитов, Шăмăршă вăтам шкулĕнче вĕренекен.

Саламлатпăр, вĕренỹре тата общество ĕçĕнче çĕнĕ çитĕнỹсем сунатпăр!



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
23 января 2023
09:46
Поделиться