Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шкулта çапла вĕрентеççĕ е килте?

Шкулта çапла вĕрентеççĕ е килте?

НИМ пытармалли те çук: хальхи шкул ачисен пысăк пайĕ урамра тĕл пулсан çынна сывлăх сунма пĕлмест. Чăнах та, пачах палламан çынна сывлăх сунмасан та юрать пулĕ, анчах паллакана та «палламан» пек пулса ним чĕнмесĕр иртсе каяççĕ.

Пирĕн мăн асаттесем те, асаттесем те, атте-анне те çынна хисеплеме пĕлнĕ. «Ырă сунни ырăпах таврăнать», - тенĕ. «Аван-и?», «Сывлăх сунатăп!», «Здравствуйте!» тенипе никамăн та чĕлхи татăлса ỹкмест, санпа тĕл пулнă çыннăн вара кăмăлĕ çĕкленет. Çапла пĕр-пĕрне ырă сăмахсем каласа пурăнмалла, усал сăмах чуна амантнине асра тытмалла.

Паллах: «Тĕл пулакан çынна сывлăх ан сун», - тесе шкулта та, килте те вĕрентмеççĕ. Çапах та воспитани ĕçне çителĕксĕр туса пынине йышăнмаллах. Иртнинче акă Шăмăршă урамĕнче пĕрремĕш-иккĕмĕш класри ачасем намăс сăмахсемпе перкелешнине илтрĕм. «Апла тума юрамасть, аçуна каласа парсан хăлхуна пăрать!» - хăратрăм пĕрне, уйрăмах хытă кăшкăрашаканскере.

Итлеме-и унпа? Ахăлтатса кулса ячĕç те малалла та намăс сăмахсем каласа утрĕç.

Чун ыратрĕ вĕсем çине пăхсан, çак ыратăва «Шурăмпуç» страницăна вулакансене те пĕлтерес терĕм. Мĕншĕн çапла культурăсăр ỹсеççĕ-ха пирĕн ачасемпе мăнуксем, кам айăплă çакăншăн? Сирĕн шухăшăра питех те пĕлес килет.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
13 января 2023
16:21
Поделиться