Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ан шăнăр, ан чирлĕр

Ан шăнăр, ан чирлĕр

ИРТНĔ кунсенче республикăра, çавăн пекех пирĕн патăмăрта та, шартлама сивĕ çанталăк тăчĕ. Халĕ кăштах çемçелчĕ-ха, анчах сивĕсем тата та килме пултараççĕ. Çавăнпа та эпир муниципалитет округĕнче пурăнакансене сивĕ çанталăкра асăрхануллă пулма чĕнсе каласшăн.

Шартлама сивĕре пур-çукшăнах урама тухмасан тата та лайăхрах. Енчен те тухмах тивсен ăшă тумланăр, тумтир нумай сийлĕ пулсан аван.

Урамра хытă шăнсан хăвăртрах пỹрте кĕрсе ăшăнма тăрăшăр. Апат çийĕр тата вĕри чей ĕçĕр.

Ăнсăртран ал-урана е пите тăм илчĕ пулсан тỹрех врач патне кайма тăрăшăр. Медицина пулăшăвне çийĕнчех илме май килмесен тăм илнĕ çынна урăх тумтир тăхăнтартмалла тата ăшă утиялпа чĕркемелле. Кун хыççăн 40-42 градуслă ăшă шывра тăм илнĕ вырăна ăшăтмалла. Питпе хăлхана тăм илсен йĕпетнĕ ал шăллипе çеç ăшă компресс тума юрать. Ỹт хĕрелме пуçласан тăм илнĕ вырăна шăлса типĕтмелле те простыньпе чĕркемелле.

Ỹте тăм илсен ăшă шĕвексем тăтăш ĕçсе тăмалла, анчах эрех-сăмакун ĕçме пачах та юрамасть!

Сивĕ çанталăкра инçе çула ан тухăр. Килтен тухас умĕн кĕсье телефонĕн батарейисене зарядка пама ан манăр!

Хуть те мĕнле кĕтмен лару-тăрура та «112» номерлĕ телефонпа çăлав службине шăнкăравлама сĕнетпĕр.

Н.ПЕТРОВА.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
13 января 2023
16:18
Поделиться