87 çуртлă Шăмăршă е пирĕн тăвансем унта мар-ши?
АРХИВ ĕçĕпе пĕрре интересленсен пăрахаймастăн: çĕнĕрен те çĕнĕ вăрттăнлăхсем тупăнаççĕ, тата та ытларах пĕлес килет.
Акă Ульяновск облаçĕн истори архивĕнче эпĕ... Шăмăршă ялне шыраса тупрăм. Çапла, çапла, вырăсла та: «Село Шемурша», - тесе çырăнать. Çак ял пирĕнпе кỹршĕллĕ облаçăн Кузоватов муниципалитет районне кĕрекен Еделево ял тăрăхĕнче вырнаçнă. Юлашки çырав (перепись) тăрăх унта пурĕ те 87 çурт çеç пулни паллă.
Кузоватов районĕ Ульяновск облаçĕнчи Барыш, Майна, Тереньга, Новоспасский тата Николаевский районĕсемпе чикĕленет, облаç центрĕнчен 120 çухрăмра вырнаçнă.
Журналист «аллипе тытса пăхмасăр ĕненмест» тенĕ пек, тỹрех архиври документсене çавăркалама пикентĕм. «Шемурша» ята 1650 çулта асăннине шыраса тупрăм. Çак яла пĕр ятлă юхан шыв (çырма) хĕрринче таçтан килнĕ (пирĕн енчен мар-ши?) сунарçăсем йĕркелесе янине асăннă.
ХАЛЬХИ Кузоватов муниципалитет районĕн территорийĕнче пирвайхи ялсем 1647-1654 çулсенче - Чĕмпĕр-Корсун хỹтĕлев валĕсем тума тытăннă чухне - йĕркеленнĕ. Вырăс патшалăхĕ çине çеçен хирте пурăнакан йăхсем тăтăшах тапăннине шута илсе, Чĕмпĕр-Корсун хỹтĕлев чиккисем хыççăн Сызрань хỹтĕлев валĕсене те туса лартнă. Шăпах 17-мĕш ĕмĕрĕн варринчен пуçласа çак ĕмĕр вĕçне çитиччен кунта ял хыççăн ял ỹссе ларнă.
«Чĕмпĕр уесĕнчи ялсене çырса кăтартни» («Опись селения Синбирского уезда») документра (1678 çул) çапла çырнă: «За мордовским мурзою, за Родаем Пиргушевым сыном Еделевым, в деревнях Еделеве и Шемурша, живут на оброчной земле у вдовы Перяскова новокращена Петрова жены, князь Еделева». Эпĕ ăнланнă тăрăх, Шăмăршă ялĕ ун чух Еделев княç хар- пăрлăхĕ шутланнă.
Шăмăршă ялĕ Еделево ял тăрăхне кĕрет. Муниципалитет районĕн центрĕнчен - Кузоватовран - 21 çухрăмра вырнаçнă. 1913 çулхи çырав тăрăх, ялта 165 çурт шутланнă, 984 çын пурăннă. Çав шутра 80 проценчĕ ытла - вырăссем, 10-шар процента яхăн чăвашсемпе ирçесем.
Мĕн ĕçлесе пурăннă-ха шăмăршăсем 17-мĕш ĕмĕртенпе? Архив докуменчĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, кунти ăстасем урапа-çуна, кустăрма туса хĕл кунĕсенче Яик юхан шывĕ (Урал) тăрăхне лашапа çỹренĕ, унтан пулă, тăвар, сахăр тата ытти апат-çимĕç улăштарса килнĕ. Шăмăршă ялĕнче тăмран чỹлмекпе кăкшăм тăвас ремесла та анлă сарăлнă пулнă, çак савăт-сапана хресченсем Чĕмпĕрпе Хусан пасарĕсенче те сутнă.
Шăмăршă Еделево ял тăрăхĕнче вырнаçнине асăнтăмăр ĕнтĕ. Кунта Совет Союзĕн Геройĕ Петр Александрович Абрамов (1923-1983) çуралса ỹснĕ. Паспортпа вăл вырăс çынни шутланать, юлашки çулĕсене Ульяновск хулинче пурăнса ирттернĕ.
87 çуртлă Шăмăршăра 8 урам иккен, вĕсен ячĕсене те çырса илтĕм: Çĕнтерỹ урамĕ, Ĕç урамĕ, Комовский (пирĕн Космовский урамне аса илтерет - авт.) урамĕ, Октябрь урамĕ, Мир урамĕ, Тĕп урам, Çамрăксен урамĕ тата Саранск урамĕ (унта ирçесем пурăнаççĕ). Чăвашсен 5 çемйи Çĕнтерỹ урамĕнче тĕпленнĕ.
Совет влаçĕ вăхăтĕнче Шăмăршă «Краснобалтийский» совхозăн уйрăмĕ пулнă. Хальхи вăхăтра кунта 3 фермер хуçалăхĕ ĕçлет. Ял çыннисем пахча çимĕç çитĕнтерсе, выльăх усраса укçа-тенкĕ тупăштараççĕ. Ачасем Еделево ялĕнчи шкулта вĕренеççĕ, пĕчĕккисем валли кунта садик та ĕçлет.
Кузоватов муниципалитет районĕнчи Шăмăршăпа пирĕн Шăмăршă пĕр тăвансем мар-ши? Пĕр пек хушаматсем нумай тупаймарăм пулин те (кунта Шишковсем темиçе килĕ), Сабановсемпе Абрамовсем те пурăнаççĕ.
Пирĕн Шăмăршăри пекех, ял йĕри-таврах - вăрман. «Шемуршинское болото» текен вырăна заповедник тесе саккунпа çирĕплетнĕ. Туристсем Шăмăршă ялне килсе ал ăстисен ĕçĕпе паллашаççĕ, сувенир туянаççĕ.
Çакă та интереслĕ: кунти чиркỹ, пирĕн Шăмăршăри пекех, Христос Çурални ячĕллĕ пулнă («Рождество Христова»). Шел, совет самани вăхăтĕнче ăна ишсе тăкнă. Ив.САЛАНДАЕВ, таврапĕлỹçĕ.