Вăхăтра тỹленине ним те çитмест
Чăваш Республикинче пурăнакан уйрăм çынсем пурлăхшăн 2021 çулшăн тỹлемелли налук уведомленийĕсене илсех тăраççĕ.
Чи малтан Раççей ФНС «Уйрăм çынсен налук тỹлемелли харпăр-хăй кабинечĕ» интернетсер-виспа усă куракансем электрон уведомлени илчĕç. Ытти граждансене уведомленисене заказ çырупа октябрь вĕçĕччен ярса панă.
Кăмăл тăвакансем Федерацин налук службин Чăваш Республикин управленине е МФЦна ыйту çырса уведомлени илме пултараççĕ.
Почтăпа уведомление çак сăлтавсене пула ярса памаççĕ: пĕрремĕшĕнчен, налук льготи, тỹлев (вычет) пур пулсан; законпа çирĕп- летнĕ сăлтавпа налук тỹлессинчен хăтар- сан; иккĕмĕшĕнчен, пĕтĕмĕшле налук сумми 100 тенкĕрен сахалрах пулсан; календарьлă çулталăкра налук уведомленийĕн направленине ярса пама пултараççĕ, ун вăхăчĕ иртсен налук тỹлеттермеççĕ; Раççей ФНС «Уйрăм çынсен налук тỹлемелли харпăр-хăй кабинечĕ» интернет-сервиспа усă куракансене çырупа уведомлени ярса памаççĕ.
Налук хакĕ тата льготи çинчен пĕлмешкĕн налук службин сайчĕн «Справочная информация о ставках и льготах по имущественным налогам» (wwwĕnalogĕgovĕru) сервисĕ урлă пĕлме пулать.
Кунсăр пуçне, Раççей ФНС сайтне «Налоговое уведомление - 2022» промо-страница вырнаçтарнă. Вăл пурнăçра ытларах тĕл пулакан лару-тăрупа çыхăннă ыйтусем çине хурав тупма пулăшать: мĕн вăл налук уведомленийĕ, ăна мĕнле илмелле тата пурнăçа кĕртмелле, уйрăм çынсен пурлăхĕ çине налук хураслăх (налогообложение) улшăнни, уведомлени илмесен мĕн тумалла тата ытти те.
Пурлăх налукĕсене шутламалли тата тỹлемелли ыйтусемпе консультаци илес тесен, Раççей ФНС Пĕрлехи Контакт-центрĕн тỹлевсĕр çак телефон номерĕпе çыхăнмалла: 8-800-222-22-22.
Аса илтеретпĕр, пурлăх налукĕсене 2022 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕччен кая юлмасăр тỹлемелле. Налук службин «Личный кабинет налогоплательщика», «Уплата налогов и пошлин» сервисĕсем, Патшалăх çăмăллăхĕсен порталĕ, банк тата почта уйрăмĕсем тỹлеве пурнăçлама пулăшĕç.