Шăмăршă район больницин Çĕнĕ çул уявĕ тапхăрĕнчи ĕç графикĕ
Законпа килĕшỹллĕн, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Шăмăршă район больници» бюджет учрежденийĕ 2022 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа 2023 çулхи январĕн 8-мĕшĕччен учреждени ертỹçипе ун çумĕсем талăкĕпех дежурствăра пулассине пĕлтерет.
Медицина учрежденийĕн ертỹлĕхĕ стационар тата амбулатори службисем çак йĕркепе ĕçлемеллине палăртнă:
2022 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ - шăматкунхи график; васкавлă медицина пулăшăвĕ (неотложная форма медпомощи) памалли вăхăт - 8.00 сехетрен пуçласа 13.00 сехетчен (12.00 сехетчен шăнкăравсене йышăнаççĕ); вакцинаци пункчĕ (пỹлĕмĕ) 8.00 сехетрен пуçласа 13.00 сехетчен ĕçлет.
2023 çулхи январĕн 1,2-мĕшĕсем - канмалли уяв кунĕсем; васкавлă медицина пулăшăвĕ памалли вăхăт - 8.00 сехетрен пуçласа 13.00 сехетчен (12.00 сехетчен шăнкăравсене йышăнаççĕ); вакцинаци пункчĕ (пỹлĕмĕ) 8.00 сехетрен пуçласа 13.00 сехетчен ĕçлет.
2023 çулхи январĕн 3, 4, 5, 6-мĕшĕсем - канмалли уяв кунĕсем (шăматкунхи график); васкавлă медицина пулăшăвĕ памалли вăхăт - 8.00 сехетрен пуçласа 20.00 сехетчен (19.00 сехетчен шăнкăравсене йышăнаççĕ); вакцинаци пункчĕ (пỹлĕмĕ) 8.00 сехетрен пуçласа 19.00 сехетчен ĕçлет.
2023 çулхи январĕн 7-мĕшĕ - канмалли уяв кунĕ; васкавлă медицина пулăшăвĕ памалли вăхăт - 8.00 сехетрен пуçласа 13.00 сехетчен (12.00 сехетчен шăнкăравсене йышăнаççĕ); вакцинаци пункчĕ (пỹлĕмĕ) 8.00 сехетрен пуçласа 13.00 сехетчен ĕçлет.
2023 çулхи январĕн 8-мĕшĕ - канмалли уяв кунĕ (шăматкунхи график); васкавлă медицина пулăшăвĕ памалли вăхăт - 8.00 сехетрен пуçласа 20.00 сехетчен (19.00 сехетчен шăнкăравсене йышăнаççĕ); вакцинаци пункчĕ (пỹлĕмĕ) 8.00 сехетрен пуçласа 19.00 сехетчен ĕçлет.