Почтальонсем пулăшма хатĕр
ЧĂВАШ ЕН почтальонĕсем клиентсене йăлари ыйтусене татса пама пулăшĕç. Республикăри почта уйрăмĕсенче çакăн пек çăмăллăх (услуги) ĕçлеме пуçланă.
Почтальонсем ватă çынсемпе килтен тухса çỹреймен инвалидсене лавккаран вĕсене кирлĕ тавар е апат-çимĕç кỹрсе пама, счетчиксен кăтартăвĕсене çырса квитанци хатĕрлеме, вутă сутаканпа çыхăнма тата ытти çăмăллăхпа пулăшĕç. Клиент почтăпа килĕшỹ туса хăйне кирлĕ çăмăллăха суйласа илме пултарать.
Çăмăллăхсен списокĕпе почта уйрăмĕнче паллашма май пур.
РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ