Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Упранакана Турă та упрать

Упранакана Турă та упрать

Çапла вăл пурнăç: пĕрмай çула тухмалла, çитес çĕре çитмелле. Шавах васкатпăр - ĕлкĕрмелле-çке. Çавна май çул çинче асăрханма та манса каятпăр. Пĕрне мухтаса тепĕрне хурлама çук: çуран çỹрекен те, руль умне ларакан та аварие çакланма пултарать. Çул çитменнисем çул-йĕр çинче инкеке лекни вара - çĕр çĕклейми йывăр хуйхă...

Иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан çул-йĕр çинчи аварисен шучĕ ỹснине палăртмалла. Кăçалхи 11 уйăх хушшинче Шăмăршă район территорийĕн çулĕсем çинче 8 авари (2021ç. - 6) пулнă. Унта 1 çын (2021ç. - 1) вилнĕ, 9-ăн (2021ç. - 6) аманнă.

Çул çинчи инкек сăлтавĕсем çаксем: ỹсĕр водительсем çул-йĕр правилисене пăсни (2022ç. - 3, 2021ç. - 1), çуран çỹрекен çын çине кĕрсе кайни (2022ç. - 1, 2021ç. - 0), çуран çỹрекенсем çул-йĕр правили- сене пăсни (2022ç. - 1, 2021ç. - 0).

Çул çитменнисем - ачасем - аварие лекнĕ тĕслĕх, тав Турра, кăçал (2021ç. - 2) Шăмăршă тăрăхĕнче пулман. Апла пулин те ку лăпланса лармаллине пĕлтермест. Акă часах шкул ачисен хĕллехи каникулĕ пуçланать. Урамра, паллах, çул çинче те шăпăрлансем ытларах та ытларах тĕл пулĕç. Ача-пăчан ашкăнасси те пулать. Ларма-тăма пĕлменскерсен тимлĕхĕ те çукрах. Çакă çул урлă каçнă чух (васкаса каçнă е палăртнă вырăнтан каçман чух) машина вĕсем çине (е хăйсем - машина çине) кĕрсе каясси патне илсе çитерет. «Инкек - ура айĕнчех», - тенине асра тытмалла. Аслисен уйрăмах пĕчĕк ачасене куçран вĕçертмелле мар. Пысăкрах ỹсĕмрисене çул-йĕр правилисене пăхăнмалли çинчен аса илтерсех тăмалла.

Кăçалхи декабрĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа 2023 çулхи январĕн 8-мĕшĕччен (çак тапхăр кану кунĕсемпе çыхăннă) водительсен те çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнни кирлех. Çул-йĕр çинче тата çуран каçмалли çĕрте çеç мар, ачасем çỹрекен-пухăнакан вырăнсенче, обществăлла транспортăн чарăнăвĕсенче тимлĕхе нихçанхинчен ытларах ỹстермелле. Автомобильте ларса пыракан ачасене хăрушсăрлăх ременĕпе çыхăнтармасăр водителĕн çула тухмалла мар. Каçхине урамра çỹрекен ача-пăчан тумтир çийĕн çутатакан (светоотражающий) жилет тăхăнмалла. Çакă инкек-синкек сиксе тухасран упранма май парĕ. Кун пирки ашшĕ-амăшĕн ачисене аса илтерсех, сăнасах тăмалла.

А.Мальцев, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи «Батыревский» уйрăмĕн ГИБДД пайĕн начальникĕ.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
23 декабря 2022
13:24
Поделиться