Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Никам та пулăшусăр юлмĕ

Никам та пулăшусăр юлмĕ

Ятарлă çар операцине хутшăннă ентешĕмĕрсен çемйисене Патшалăхăмăр пăрахмасть. Май пур таран вĕсене тимлĕх уйăрать, пулăшма тăрăшать. Акă мобилизациленнĕ арçынсен çемйисенчи 3 çултан пуçласа 7 çулчченхи ачасене тỹлев парасси пурнăçа кĕрсе пырать. Ку енĕпе Шăмăршă районĕнчи 5 çемьерен пулăшу ыйтса çырнă заявленисене пăхса тухнă. Вĕсене, çемье тупăшне кура, пособи тỹленет.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2022 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнче 120№ «Мобилизаци йĕркипе çар службине чĕнсе илнисен çемйисен членĕсене пулăшмалли мерăсем çинчен» Указĕ тăрăх, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденисенче вĕренекенсем уйăхсерен стипенди илсе тăраççĕ. Ача сачĕсене çỹрекенсемпе вĕренекенсене икĕ хутчен тỹлевсĕр вĕри апатпа тивĕçтереççĕ. Кунсăр пуçне, шăпăрлансем спорт секцийĕсене, кружоксен занятийĕсене, культура тата физкультурăпа спорт учрежденийĕсене тỹлевсĕр çỹреççĕ.

Чăваш Республикин догазификацин объекчĕсен план-графикĕпе кăтартнă çĕр лаптăкĕн границинче газ сетьне тумашкăн, газ оборудованийĕ, счетчикĕ туянмашкăн 2022 çулта тăкакланă укçан пайне саплаштарма компенсаци тỹлеççĕ.

Ялта çурт-йĕр лартма (туянма), аренда пирки тунă килĕшĕве татма (штраф санкцийĕсĕр), çуртйĕр (ипотека) кредитне (займне) тỹлемешкĕн тăкакланă укçа-тенкĕн пайне саплаштарма пулать.

Çар операцине хутшăнакансене Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2022 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнче кăларнă 787№ «Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсенче контракт йĕркипе çарта тăракансене пĕр хутчен памалли тỹлев çинчен» Указĕпе парăнакан - 195 пин тенкĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн 2022 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче 135№ «Мобилизаци йĕркипе çарта тăракансене пĕр хутчен памалли тỹлев çинчен» Указĕ тăрăх парăнакан 50 пин тенкĕ тỹлевсем тивĕçнĕ. Çавăн пекех мобилизациленĕ арçынсене уйăхсерен ĕç укçи пек тỹлев парса тăраççĕ.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
23 декабря 2022
13:22
Поделиться