Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Мобилизациленисен çемйисемпе Координаци центрĕ ĕçлет

Мобилизациленисен çемйисемпе Координаци центрĕ ĕçлет

«ШĂМĂРШĂРИ халăха социаллă пулăшу паракан центр» бюджет учрежденийĕ ятарлă çар операцине хутшăнма мобилизациленисен çемйисемпе тачă çыхăну тытать. Эпир, центр сотрудникĕсем, мобилизациленисен çул çитмен ачаллă çемйисене шута илтĕмĕр, вĕсем пурте социаллă пулăшу илеççĕ.

Мобилизациленĕ çынсен çемйисем районĕпе 82 шутланаççĕ. Ятарлă комиссипе пĕрле эпир кашни киле çитсе унти лару-тăрупа паллашрăмăр. Кил-йышри çивĕч ыйтусене çемье членĕсемпе пĕрле сỹтсе яврăмăр, йывăрлăхĕсене шута илтĕмĕр, ку е вăл енĕпе (банкра кредит каникулĕ уçасси, ĕç тупасси, ачасемшĕн пособи илесси, ЖКХ çăмăллăхĕсемпе мĕнле пулăшу илме май пурри) тĕплĕн ăнлантартăмăр. Çавăн çинче никĕсленсе çемьесен социаллă паспортне турăмăр.

Курăмлă ĕçсем те пур. Ятарлă çар операцийĕнче тăракан çынсен 5 çемйи Шупашкарти оперăпа балет театрне концерт курма кайса килчĕ. Ĕнер çавăнтах 1 çемье культурăпа массăллă мероприятие хутшăнчĕ.

Координаци центрне ывăлне çар çлужбине илнин ашшĕ пычĕ, ăна ĕç гарантийĕ интереслентерет. Центр специалисчĕсем Раççей Ĕç Кодексĕнчи хушусем мобилизациленисене тата хăйсен ирĕкĕпе çара кайнисен ĕç вырăнĕ сыхланса юлни çинчен ăнлантарса пачĕç. Вĕсемпе тунă ĕç контракчĕ те татăлмасть, вăхăтлăха çеç чарса лартаççĕ. Çар службинчен таврăнсан арçынсем виçĕ уйăх хушшинче хăйсен унчченхи должноçне йышăнма пултараççĕ. Çак норма патшалăх службисене та пырса тивет.

Çĕнĕ çул умĕн «Пĕрле» фонд 35 ачана пылак кучченеçпе тивĕçтерĕ. Çавăн пекех Çĕнĕ çулхи спектакль курма та май тупăпăр.

Пĕр сăмахпа, мобилизациленĕ çынсен çемйисене координаци центрĕ кулленхи тимлĕхре тытать, юридици, психологи енчен кирлĕ пулăшу парать.

Мобилизациленисен çемйисенчи кашни çын хăйĕн ыйтăвĕсемпе талăкĕпех ĕçлекен «вĕри линипе» #Мы вместе 8(8352) 45-13-88, +7-995-930-84-24 телефонсемпе шăнкăравлама пултарать.

Халăха социаллă пулăшу паракан центрăн телефон номерĕ: 2-36-68.

Л.Журавлева, Шăмăршăри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрăн васкавлă социаллă пулăшу паракан пай заведующийĕ.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
23 декабря 2022
13:19
Поделиться