Шăмăршă - Çĕнĕ çул территорийĕ
Çак ятпа, йăлана кĕнĕ тăрăх, районти ял тăрăхĕсем, предприятисем, учрежденисем, организацисем, пĕчĕк бизнес предприятийĕсем, уйрăм çуртпа пурăнакансем хушшинче район администрацийĕ конкурс ирттерет. Йĕрке тăрăх, Çĕнĕ çул уявне халалласа юртан е пăртан, капăрлăх япалисенчен ăсталанă кĕлеткесене, композицисене хăйне евĕр ăсталанине тата çутăпа пĕлсе усă курнине, санитарипе хăрушсăрлăх техникине пăхăннине шута илеççĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ - декабрĕн 25-мĕшĕнче.
РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ