Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ан кас, тусăм, ешĕл пикене

Ан кас, тусăм, ешĕл пикене

ÇĔYĔ çул уявĕ ешĕл чăрăшсăр мĕнле пултăр-ха? Йĕплĕ чиперкке ачасемшĕн çеç мар, çитĕннисемшĕн те - пысăк савăнăç!

Шел пулин те, хаваслă уява кĕтсе илмешкĕн вуншар-вуншар чăрăш чунсăр çынсен пурттипе пăчкинчен шар курать.

ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин «Шăмăршă лесничестви» БУн «Вăрман хỹтĕлевĕ» структура подразделенийĕ çапла асăрхаттарать: чăрăша касни - пысăк преступленипе танах. Уншăн административлă майпа айăплав кĕтет. Раççей Федерацийĕн КоАП «Вăрмансенче саккунсăр майпа йывăçсене касни е йывăçсене, тĕмсене, лианăсене харпăр-хăй ирĕкĕпе чавса кăларни» 8.28 статйипе килĕшỹллĕн, çакăн пек штраф хураççĕ:

уйрăм граждансене - 3 пинрен пуçласа 4 пин тенкĕ таран;
должноçри çынсене - 20 пинрен пуçласа 40 пин тенкĕ таран;
юридици сăпачĕсене - 200 пинрен пуçласа 300 пин тенкĕ таран.

Кунсăр пуçне, йĕркене пăснă чух усă курнă ĕç хатĕрне тата каснă чăрăша туртса илеççĕ. Паллах, патшалăха сиен кỹнĕшĕн саплаштарма тивет.

Саккунсăр майпа чăрăша каснин тăкакĕ 5 пинрен иртсен уголовлă йĕркепе (РФ УК 260-статйин 1-пайĕ) явап тыттараççĕ. Унта çаксем кĕреççĕ: штраф - 500 пин тенкĕ таран е ирĕклĕх прависĕр хăварни - 2 çултан пуçласа 7 çул таран.

Кирек кам та Шăмăршă вăрман хуçалăхĕнче йывăç каснă тĕслĕхе курсан ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин «Шăмăршă лесничестви» БУн «Вăрман хỹтĕлевĕ» структура подразделенине - 8 (83546) 2-40-74, диспетчер пунктне - 8 (8352) 40-24-00 е 112, 02 номерсемпе шăнкăравламалла.

Г.Фомин,
Шăмăршă лесничествин «Вăрман хỹтĕлевĕ» структура подразделенийĕн лесничийĕ.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
16 декабря 2022
12:13
Поделиться