Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Таврапĕлÿçĕсем

Таврапĕлÿçĕсем

Чÿк уйăхĕн 14 - мĕшĕнче районти тĕп вулавăшри вулав пÿлĕмĕнче Чăваш таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Шăмăршă районĕнчи уйрăмĕн ларăвĕ иртрĕ. Таврапĕлÿçĕсем пĕрремĕш хут пухăнса калаçмаççĕ. Ку хутĕнче лару 4 ыйту пăхса тухса йышăну турĕ. Таврапĕлÿçĕсемпе пĕрле çивĕч ыйтусене сÿтсе явма район администрацийĕн социаллă аталану енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ А.А.Мухарямов та хутшăнчĕ.

Пĕрремĕш ыйтупа районти таврапĕлÿçĕсен ертсе пыракан ушкăн ĕçтешĕ, хисепле краевед П.И.Фомин паллаштарчĕ .

Иккĕмĕш ыйтупа районти таврапĕлÿçĕсен ертсе пыракан ушкăнĕн пуçлăхĕ - Чăваш халăх академикĕ, Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Хисеплĕ краевед, 8 кĕнеке авторĕ Г.Н.Ларшников пиртен яланлăхах уйралса кайнине кура çĕннине суйлас ыйту тухса тăчĕ. Лару пуçлăха З. В. Головинскаяна, унăн çумне Г.Н.Веденеевана, секретаре И.М.Тимофеевана суйларĕ.

Виççĕмĕш ыйтупа ларăва хутшăннисем 2023-мĕш çулта  туса ирттермелли ĕçсен планне çирĕплетрĕç. Тăваттăмĕш ыйтупа Васан ялĕнчи халăх краеведени музейне йĕркелесе, ертсе пынă Г.Н.Ларшников ятне пама çÿлти органсем умне пуçарупа тухрĕ.

 

 

 



МБУК «Централизованная библиотечная система» Шемуршинского района