Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пăр ỹкет - пуçа шăтарать

Пăр ỹкет - пуçа шăтарать

«Эй, хуçа! Пăхса ан тăр:
Кур-ха, кур: мĕн чухлĕ пăр!
Кĕреçе тытса алла
Çак пăра антармалла», -

хам сисмесĕрех сăвă йĕркисем çуралчĕç пуçăмра Шăмăршăри нумай хваттерлĕ çуртсен тăрринчен пăр тумламĕсем тăсăлса тăнине курсан.

Пăр тумламĕ ỹксе пуçа шăтарма та, çынна вилмеллех аманма та пултарать вĕт-ха. Вĕсене пĕр тăхтаса тăмасăр хуçса-тасатса тухмалла.

Пăрлă çумăр çунипе çуртсем çинчи юр та пăрланнă. Çак юр çын çине персе ансан тем курса тăрасси пур!

Çавăнпа та пăр тумламĕсене, пăрлă юра пĕр тăхтамасăр тасатма васкасчĕ. Инкек пулсан тин саккунпа айăпласса кĕтер мар, инкекрен паянах, халех сыхланар!

Ив.АНАТКАС.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
13 декабря 2022
10:05
Поделиться