Интернет тата ача: нумай лайăх-и, сахал лайăх-и
ПАЯНХИ пурнăçра эпир вăхăтăн пысăк пайне Интернетра ирттеретпĕр, çитĕннисем çеç мар, ачасем те «тĕнче тетелĕнче» хыпар-хăнар шыраса чакаланаççĕ. Кун пек чухне ачасен информаци хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Интернетра пире хăратма пултаракан япаласем пурри те сыхă пулма хистет.
Кунта вируссемпе хакерсем пирки çеç сăмах пымасть. Вĕсемсĕр пуçне кибербуллинг (ачана пустуях тарăхтарса ăс-тăнне пăтратни) тата онлайн çăткăнсем (хищниксем) пурри те хăрушлăха ỹстерет.
Паллă ĕнтĕ, ачасемпе çул çитмен çамрăксене Интернет шкул заданийĕсене пурнăçлама, учительсемпе тата ытти вĕренекенпе курнăçма, интерактив вăййисене выляма кирлĕ.
Ашшĕпе амăшĕн ача Интернетра мĕн курнине тата илтнине, кампа çыхăннине е туслашнине, хăй çинчен мĕн каласа панине пĕлсе тăмалла.
Ачан Интернетра хăйĕн чăн-чăн тулли ятне-хушаматне, хăш районта пурăннине, телефон номерне пĕлтермелле мар. Онлайн çăткăнсене кирлĕ информаци пĕлтерессинчен те пăрăнмалла.
Интернетпа çыхăннă чух тепĕр çынна кỹрентерекен сăмахсем çырмалла мар, ашшĕпе амăшĕн кун пирки ачана хытарсах каламалла. Вируса хирĕçле (антивирус) программăсемпе усă курма тăрăшмалла. Çак программăсем ачана хăратакан хыпарсенчен хỹтĕлеççĕ, çĕнĕ вируссене вăхăтра тупса пĕтерме пулăшаççĕ.
Ачасен Интернетра туслашнă палламан çынпа нихăçан та тĕл пулма юрамасть, çакă пурнăçшăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултарать.
Компьютер умĕнче вăрахчен ларни те сиенлĕ. Куçсем ывăнни, ỹт-пỹ хусканусем сахал туни, уçă сывлăшра пулманни сывлăха сиен кỹреççĕ. 7-11 çулти ачасем компьютер умĕнче 20-30 минут, 12-14 çултисем 30-40 минут, 15 çултисем 45 минут ларни çителĕклĕ. Енчен те ача чирленĕ пулсан, компьютер патне пачах та пыма юрамасть.
Е.ЖОЛОБОВА.