Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Грипп чирĕнчен - вакцинаци

Грипп чирĕнчен - вакцинаци

АЙОНТА грипп чирĕнчен вакцинаци тăвасси малалла пырать. Эпир сире районти тĕп больницăн поликлиникине, 56-мĕш кабинета пыма чĕнетпĕр. Çавăн пекех ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсемпе (ФАП) врач амбулаторийĕсем те пациентсене йышăнаççĕ.

Профилактика прививкин Наци календарĕпе килĕшỹллĕн, 6 çултан аслăрах ачасене, 1-11 классенче вĕренекенсене, студентсене, медицинăра, вĕрентỹ учрежденийĕсенче, транспортра, коммуналлă сферăра ĕçлекенсене, Раççей çарне призывпа каякансене, йывăр çын хĕрарăмсене, 60 çултан аслăрах çынсене, вăраха тăсăлнă чирпе аптăракансене грипран тỹлевсĕрех вакцинаци тăваççĕ.

«Шăмăршă район больници» бюджет учрежденийĕ.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
13 декабря 2022
09:59
Поделиться